Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян тутар халăх поэчӗ Габдулла Тукай çуралнăранпа 135 çул

Паян тутар халăх поэчӗ Габдулла Тукай çуралнăранпа 135 çул çитрӗ. Тутар литературинче унăн ячӗ тата пултарулăхӗ пӗрремӗш вырăнта тăраççӗ. Нумай пурăнман пулин те хăй хыççăн пуян еткер хăварнă. Унăн литература хайлавӗсене нумай чӗлхе çине куçарнă. Раççейре ăна нумайăшӗ тутарсен Пушкинӗ тесе палăртать.

Паян Тутарстанра тутар халăх поэчӗ Габдулла Тукай çуралнăранпа 135 çул çитнине анлăн палăртрӗç. Ирхине ирех ТР Президенчӗ Рустам Миннихановпа ТР Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев унăн палăкӗ умне чечексем хучӗç. Çак мероприятие Патшалăх Канашӗн депутачӗсем, культурăпа искусство деятелӗсем, творчествăлла интеллигенци тата шкул ачисем хутшăнчӗç.

Пичетпе массăлла коммуникацисен республика агентствин ертӳçисемпе ӗçченӗсем, «ТАТМЕДИА» АОна кӗрекен филиалсен представителӗсем вара кивӗ тутар масарӗнче пытарнă Габдулла Тукайăн вилтăприйӗ патӗнче пуçтарăнчӗç. Унта поэта халалласа митинг иртрӗ тата асăнса чӗрӗ чечексем хучӗç.

Габдулла Тукай нумай пурăнман пулин те хăй хыççăн пуян еткер хăварнă. Унăн литература хайлавӗсене нумай чӗлхе çине куçарнă. Раççейре ăна нумайăшӗ тутарсен Пушкинӗ тесе палăртать.

Тутарсемшӗн кăна мар, ытти наци çыннисемшӗн те унăн ӗçӗсем вилӗмсӗр.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев