Йăлт пур пирӗн: персональлӗ компьютерпа смартфонсем валли операци системисем, суту-илӗвӗн электронлă платформисем... Апла пулсан мӗншӗн ют çӗршывсен куçӗнчен пăхмалла?
Раççей – хăйхаллӗ çӗршыв. Çутçанталăк ресурсӗсемпе кăна пуян мар эпир, ăслă пуçсемпе ӗçчен алăсем те, амбицилле специалистсем те çителӗклӗ пирӗн. Ӗçлеме условисем кăна туса памалла. Çак шухăш Иннополиса кайса килнӗ хыççăн вăйлăрах та тӗпленчӗ. Мăнаçланмалли пирӗн нумай, çав шутра ИТ сферăра та. Раççее Анăçпа Америка санкцисемпе пăвма тӗпӗртетнӗ хушăра пирӗн разработчиксем импорта хамăрăннипе улăштарасси пирки пуç ватаççӗ.