Ачасемпе «Космос çулçӳревӗнче» пултăмăр
П.В.Дементьев музейӗнче Космонавтика кунне халалласа «Ӑшӑ çурт» социаллӑ приют ачисем хутшăннипе «Космос çулçӳревӗ» урок иртрӗ.
Апрелӗн 12-мӗшӗнче Раççейре Космонавтика кунне паллӑ тӑваççӗ. Çак праçнике этем космоса пӗрремӗш хут вӗçнине халалланӑ. Паллӑ ӗнтӗ, космоса вӗçнӗ пӗрремӗш çын Юрий Алексеевич Гагарин, совет космонавчӗ, пулнӑ.
Пӗрремӗш космос çулçӳревӗ 108 минута тăсăлнӑ. Этем космоса тухни çӗршывшăн кăна мар, пӗтӗм тӗнчешӗн пысӑк пулӑм пулса тӑчӗ!
П.В.Дементьев музейӗнче Космонавтика кунне халалласа «Ӑшӑ çурт» социаллӑ приют ачисем хутшăннипе «Космос çулçӳревӗ» урок иртрӗ.
Ачасем пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Алексеевич Гагаринӑн, чӑваш кӑйкӑрӗн Андриян Григорьевич Николаевӑн паттӑрлӑхӗ çинчен пӗлчӗç.
«Космос çулçӳревӗ» вăйăра ачасем хавхалансах вылярӗç. Космонавт пулас тесен спортпа та туслӑ пулмалла, çирӗп сывлӑх кирлӗ. «Белка и Стрелка – çӑлтӑрлӑ йытӑсем» мультфильма пысăк интереспа пӑхрӗç.
Мероприяти пултарулăх ӗçӗпе вӗçленчӗ – космос темине халалласа плакат турăмăр.
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Упи.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев