Саплăксем ентешне Валерий Юдина хисеплесе йӗркелекен турнира 17-мӗш хут ирттерчӗç
Апрель пуçламăшӗнче Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк шкулӗнче вырăнти предпринимателе Валерий Юдина халалланă сӗтел çи теннис уçă турнирӗ иртрӗ. Район шайӗнчи ăмăрту пирӗн тăрăхра çирӗп йăлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ăна çулсерен унăн пӗртăванӗ, шкулта физкультурăпа ОБЖ предмечӗсене вӗрентекен Борис Юдин йӗркелет. Палăртса хăвармалла – турнир кăçал 17-мӗш хут иртрӗ.
Хальхинче турнира тăватă ял хутлăхӗпе шкулсем кăна хутшăнчӗç. Çакă çурхи каникул пулнипе ачасем кам хулана, кам районти «Чайка» лагере канма кайнипе те çыхăннă пулӗ. 35 çынран ытла марччӗ.
Турнир спортзалра Раççей тата Тутарстан гимнӗсене итленинчен пуçланчӗ. Пухăннисене район администрацийӗн çамрăксен ӗçӗсен, спорт тата туризм уйрăмӗн пуçлăхӗ Руслан Вильданов саламларӗ. Валерий Юдина асăнса пурте пӗр минут шăп тăчӗç.
Турнира хутшăнакансем сакăр ӳсӗм категорийӗнче ăмăртрӗç. Шкулта 5-мӗш класра вӗренекенсенчен пуçласа 60 çултан иртнисем таранах пурччӗ вӗсен хушшинче. Спортсменсем икӗ хут выляса яриччен ăмăртрӗç. Палăртас пулать – çӗнтерӳçӗсемпе призерсен йышӗнче тӗпрен илсен саплăксем пулчӗç. 5-11-мӗш классенче вӗренекен хӗрачасен хушшинче Юлия Мурдускина – 1-мӗш, Карина Кузнецова 2-мӗш вырăна тивӗçрӗç. 18 çулти тата аслăрах хӗрсен хушшинче Динара Ясонова – 1-мӗш, Екатерина Журавлева – 2-мӗш, Лидия Тимошкина – 3-мӗш. 8-9-мӗш классенче вӗренекен арçын ачасен хушшинче малти вырăнсене Семен Варфоломеев, Владислав Гордеев тата Петр Юркин пайларӗç. 10-11-мӗш классенчи каччăсенчен Игорь Афанасьева (1-мӗш), Данил Чернова (2-мӗш) тата Михаил Яковлева (3-мӗш) çитекен пулмарӗ.
18-36 çулти ăмăртакансенчен çӗнтерекенсем çаксем пулчӗç: 1-мӗш вырăн – Александр Мискин (Çӗнӗ Йӗлмел), 2-мӗш – Алексей Усмендеев (Хулаçырми), 3-мӗш – Владислав Юдин (Алешкин Саплăк). 50 çултан аслăраххисем хушшинче призлă вырăнсене Данил Ефимов, Владимир Мискин (иккӗшӗ те Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен) тата Марс Халиуллов (Алешкин Саплăк) пайларӗç. Тивӗçлӗ канурисенчен пьедесталăн чи çӳллӗ картлашки çине Геннадий Карсаков (Çӗнӗ Йӗлмел) хăпарчӗ, 2-мӗш – Александр Никифоров (Хурăнвар Шăхаль), 3-мӗш – Валерий Юдин (Алешкин Саплăк).
Çӗнтерӳçӗсемпе призерсене пурне те грамотăсемпе медальсем парса чысларӗç. Турнира йӗркелекенсем мероприятие ирттерме пулăшнăшăн районти сӗтел çи теннис федерацийӗн президентне Альберт Низамова тав тăваççӗ.
Геннадий КАРСАКОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев