Сентябрӗн 27-мӗшӗнче Лайăшра ТР Халăхсен ассамблейин ларăвӗ иртрӗ
Патшалăх наци политикине, Тутарстанри миграци лару-тăрăвне, районсенчи Туслăх Çурчӗсен ӗçне ТР Халăхсен ассамблейин Канашӗн Лайăшра иртнӗ ларăвӗнче сӳтсе яврӗç. Пухăва организацин ертӳçи, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин ертсе пычӗ.
Лайăшри ларăва яланхи пекех республикăри наципе культура пӗрлешӗвӗсен ертӳçисем, Халăхсен ассамблейин филиалӗсен ертӳçисем, районсенчи Туслăх Çурчӗсен директорӗсем, муниципаллă власть представителӗсем, профильлӗ министерствăсемпе ведомствăсен ӗçченӗсем хутшăнчӗç. Халăхсен хушшинчи хутшăнусене çирӗплетес тӗлӗшпе пӗр-пӗрне хăйсен опычӗпе, эффективлă практикăсемпе паллаштарчӗç.