Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сентябрӗн 27-мӗшӗнче Лайăшра ТР Халăхсен ассамблейин ларăвӗ иртрӗ

Патшалăх наци политикине, Тутарстанри миграци лару-тăрăвне, районсенчи Туслăх Çурчӗсен ӗçне ТР Халăхсен ассамблейин Канашӗн Лайăшра иртнӗ ларăвӗнче сӳтсе яврӗç. Пухăва организацин ертӳçи, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин ертсе пычӗ. Лайăшри ларăва яланхи пекех республикăри наципе культура пӗрлешӗвӗсен ертӳçисем, Халăхсен ассамблейин филиалӗсен ертӳçисем, районсенчи Туслăх Çурчӗсен директорӗсем, муниципаллă власть представителӗсем, профильлӗ министерствăсемпе ведомствăсен ӗçченӗсем хутшăнчӗç. Халăхсен хушшинчи хутшăнусене çирӗплетес тӗлӗшпе пӗр-пӗрне хăйсен опычӗпе, эффективлă практикăсемпе паллаштарчӗç.

Лару пуçланиччен делегацисем Лайăшри Г.Деражавин ячӗллӗ таврапӗлӳ музейӗнче, Совет Союзӗн Геройӗ Б.Кузнецов ячӗллӗ 2-мӗш номерлӗ шкулта, «Пилеш» ача садӗнче пулса унта халăх культурисемпе чӗлхисене еплерех аталантарнипе паллашрӗç.
Районти Культура çуртӗнчи фойене кӗрсен эпир крешӗн, вырăс, тутар, таджик халăхӗсемпе пӗрле хăйсен куравӗсене йӗркеленӗ Габишево чăвашӗсене те куртăмăр. Елена Макарова ертсе пыракан «Веснавея» юрăпа ташă ушкăнне хутшăнакансем амăшӗсен арчисенчи хушпу-теветсене илсе килнӗ курава. Лару пуçланас умӗн Фарид Мухаметшинпа Экзам Губайдуллина питлӗх çинче ташласа кăтартрӗç габишевăсем. 
Лару Ижевскри 88-мӗш шкулта персе вӗлернӗ ачасемпе педагогсене асăнса пӗр минут шăп тăнинчен пуçланчӗ. Кун пек хурлăхлă пулăмсем ан пулччăр тесен чи малтан обществăн тимлӗхне çухатмалла мар.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество