Пурнăç çулӗ такăр пултăр!
Аксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче çуралса ӳснӗ йӗкӗрешсем – халь Хусанта пурăнакан Дина Александровна СТЕПАНОВА тата халь Çырчаллинче пурăнакан Димитрий Александрович ИВАНОВ паян, сентябрӗн 30-мӗшӗнче, 35 çул тултараççӗ. Хаклă çыннăмăрсене юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр!
Тӗнчери мӗнпур ыррине сунатпăр сире – уйăх пек çутă кун-çул, çурхи хӗвел пек ырă кăмăл, инçет çул евӗр вăрăм ӗмӗр, чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, куç тулли телей. Ӗмӗтӗрсем пурнăçлансах пыччăр. Пурнăç çулӗпе кунран кун савăнса утмалла пултăр.
Пурнăç çулӗ такăр пултăр,
Ан хавшатăр сывлăхăр.
Тулăх кӗр пек пуянлантăр
Ырăпала кăмăлăр.
Çитнӗ ӗмӗт вăй-хал кӳтӗр,
Сиртӗр йывăр кунсене.
Чун ăшши нихçан ан сӳнтӗр
Хӗрӳллӗ чӗрӗрсенче.
Мăшăрӗсемпе ачисем, ашшӗпе амăшӗ, пӗртăванӗсемпе вӗсен çемйисем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев