«АТАЛАН» ФОРУМ НУРЛАТРА ИРТРӖ
Республикăри чăваш ачисем нумай-нумай юлташ тупрӗç, çӗнӗ хăнăхусем илчӗç.
Октябрӗн 28-мӗшӗнче Нурлатра Тутарстанри шкулсенче вӗренекен чăваш ачисен «Аталан» форумӗ иртрӗ. Ăна «Сувар» хаçат «Татмедиа» пичет тата массăллă коммуникацисен агентстви тӗрев панипе ТР Вӗрентӳпе наука министерствипе, Нурлат муниципаллă районпа тата ЧНКАпа, ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнӗпе пӗрле ирттерчӗ.
Тӗллевӗ – тăван чӗлхепе культурăна упраса хăварса аталантарассиччӗ.