Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

«КĂТРАШКА» САЛАТ

Пиçнӗ чăх ашне (шуррине) турамалла, пиçнӗ çăмартана шуратса теркăпа хырмалла. Вешенка кăмпана тата сухана вӗттӗн турамалла.

Сухана тип çу çинче çемçеличчен ăшаламалла, унтан кăмпа хушса 9-10 минут ăшаламалла. Сыра теркăпа хырмалла. Лап тӗплӗ турилкке тӗпне пӗр сий туранă чăх ашӗ хумалла, ăна хăймапа сӗрмелле. Унтан сийӗн-сийӗн кăмпа, сыр, çăмарта хумалла, кашнинех хăймапа сӗрмелле. Чи çиеле корейла кишӗр хумалла, ăна хăймапа сӗрмелле мар. 

200 – 250 г чăх ашӗ, 300 г вешенка, 2 çăмарта, 100-150 г корейла кишӗр, 1 пуç сухан, 100 г сыр, çур стакан хăйма, кăштахшар тăвар тата хура пăрăç кирлӗ. 

ЙĂВА

Тăпăрча ала витӗр тӳсе кăлармалла та çăмарта, манна кӗрпи хушмалла. Çавăн пекех лайăх çуса тасатнă, вӗри шывра кăшт парлантарнă, типӗтнӗ иçӗм çырли, çăнăх, сахăр песокӗ, пӗр чӗптӗм тăвар, ванилин хушса çемçе чуста çăрмалла. Чустаран пысăк мар çаврашкасем тумалла та çуланă форма çине хурса тухмалла. Пӗр-пӗрин хушшинче вырăн хăвармалла, мӗншӗн тесен йăва пиçнӗçемӗн хăпарать. Йăвана 200 градус таран хӗртнӗ духовкăра хатӗр пуличчен (15 – 20 минут) пӗçермелле.  

400 г тăпăрч, 1 кашăк манна кӗрпи, 2 кашăк сахăр песокӗ, 2 çăмарта, 100 г иçӗм çырли, 4 кашăк çăнăх, 20 г услам çу, тăвар, ваниль сахăрӗ кирлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев