Кулăш тӗнчи
Вăрманта ӳсекен хăш-пӗр çырлан хакне пăхас пулсан акă мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать: ку çырлана тупма йывăр кăна мар, вăл пуçтарнă чух тарать тата çаврăна-çаврăна перет!
Кукша Кӗркури патне хăнасем килнӗ тет. Лараççӗ те лараççӗ хайхисем, килӗсене саланма васкамаççӗ. Кукшан тахçанах вӗсене ăсатасси килет ӗнтӗ... Тепăртакран аранах пуçтарăнма пуçлаççӗ килнисем.
– Эс пире ăсатса ан чăрман, хамăрах тухса каятпăр, – теççӗ хайхисем.
– Э-э, çук, хăнасене ăсатасси маншăн чăн-чăн киленӳ, – лаплаттарса хурать Кукша.
* * *
Ирхине вăраннă чух эп хама яланхинчен аванрах туятăп пулсан – эпӗ çывăрса юлнă.
* * *
Кӳршӗлле пурăнакан Крахьян кинемипе Варвари аппа хăйсен пахчисене çум çумлама тухнă тет. Варвари аппа маскăпа.
– Эс мӗн, коронавирусран хăратăн-и? – ыйтать Крахьян кинеми.
– Ара, телевизорпа тăваттăмӗш хут сарăлать тесе хăратаççӗ-çке...
– Ан хăра, пирӗн пата çитмест вăл. Астумастăн-им, пире çул туса пама шантарнăччӗ, ăçта вăл? Газ та, шыв та кӗртме сăмах пачӗç... Пӗри те пирӗн пата çитмерӗ.
* * *
– Алло, больница-и ку?
– Çапла. Мӗнпе пулăшмалла сире?
– Эп 3-мӗш палатăра выртакан Марье аппан сывлăхӗ пирки ыйтса пӗлесшӗнччӗ...
– Аванах унăн сывлăхӗ, кӗçех килне яратпăр. Хăвăр кам пулатăр-ха?
– Ку эпӗ, 3-мӗш палатăра выртакан Марье аппа. Выртап-выртап, никам та ним те калакан çук...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев