ШЫВА ӲКНӖ
Вырсарникун, ноябрӗн 13-мӗшӗнче, каçхине Хусанти Урицкий паркӗнчи кӳлӗре иртен-çӳренсем ватă хӗрарăмăн виллине асăрханă та экстренлă службăсене шăнкăравланă. Самантрах вырăна çитнӗ оперативлă шырав ушкăнӗ пӗлтернӗ тăрăх, хӗрарăма вӗлернӗ паллăсем çук. Сывлăхӗ тăрук япăхса кайнипе шыва вăл хăйех ӳкме пултарнă текен шухăш пур. Апла пулсан та çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, ват çын мӗне пула вилнин сăлтавӗсене экспертиза палăртӗ.