Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ШЫВА ӲКНӖ

Вырсарникун, ноябрӗн 13-мӗшӗнче, каçхине Хусанти Урицкий паркӗнчи кӳлӗре иртен-çӳренсем ватă хӗрарăмăн виллине асăрханă та экстренлă службăсене шăнкăравланă. Самантрах вырăна çитнӗ оперативлă шырав ушкăнӗ пӗлтернӗ тăрăх, хӗрарăма вӗлернӗ паллăсем çук. Сывлăхӗ тăрук япăхса кайнипе шыва вăл хăйех ӳкме пултарнă текен шухăш пур. Апла пулсан та çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, ват çын мӗне пула вилнин сăлтавӗсене экспертиза палăртӗ.

КАЛЛЕХ ÇУЛ ÇИНЧЕ

Ноябрӗн 2-мӗшӗнче Тукай районӗнчи Çырчалли – Водозабор çул çинче «Great Wall» автомобильпе «Nissan» пырса çапăннă. Иккӗмӗшӗн водителӗпе пассажирӗ вырăнтах вилсе кайнă. Çак факт енӗпе те уголовнăй ӗç пуçарнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, авари «Great Wall» машинăн айăпӗпе пулнă. Вăл хирӗç килекен çул çине пысăк хăвăртлăхпа тухнă та «Nissan» çине кӗрсе кайнă. Уголовнăй ӗçӗн тӗпчевне Çырчалли прокуратури тимлӗхе илнӗ.

МӖН ХИСТЕТ ЧӲРЕЧЕРЕН СИКМЕ?

Çӳлту районӗнче 32-ри арçын саккăрмӗш хут­ран сикнӗ. Вилли ирччен урамрах выртнине хыпарлать tatarstan24 сайт. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, малтан чӳречерен япалисене ывăтнă, çӗрле 1 сехет тӗлӗнче хăй те сикнӗ. Мӗн хистенӗ ăна çак утăма тума – хальлӗхе паллă мар. Çулталăк каялла мăшăрӗ вăхăтсăр вилнӗ пулнă иккен.

АЧАНА ВĂРЛАСШĂН ПУЛНĂ-И?

Ноябрӗн 12-мӗшӗнче Çырчаллинче тин çуралнă ачине такамсем вăрлама пикенни çинчен çамрăк анне социаллă сетьсенче пӗлтернӗ. Ирхине пепкипе уçăлма амăшӗ тухнă унăн. Хулари çыран хӗррин вӗçне çитсен сасартăк машинăран хӗрарăм тухнă та пепкене коляскăран илме хăтланнă. Çакна кӗтмен кукамай хытă кăшкăрса пулăшăва чӗнме, палламан хӗрарăма тӗртме тытăннă. Аллинче зонтик пулнипе кăна усал шухăшлă хайхи хӗрарăмран хӳтӗленсе тарма пултарнă вăл. Çак ăнсăрта халӗ йӗрке хуралçисем тӗпчеççӗ.

Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев