Эрнелӗх гороскоп 21.11 – 27.11
ТАКА 21.III-20.IV Ку эрнене лăпкă, мирлӗ, тавлашусăр иртет теме çук. Анчах эсир лăпкăрах пулма тăрăшăр, халь пурпӗрех хăвăр тӗрӗссине ӗнентерейместӗр. Ума лартнă тӗллевсене çитме чăрмавсем çул памӗç. Канмалли кунсем ырă улшăнусем илсе килеççӗ.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Ку эрнери лару-тăру сире такăнтарсах тăрать – укçа-тенке те, сывлăха та пырса тивет. Хуçалăхра асăрхануллăрах пулма, планпа палăртнă операцисене улăштарма хушаççӗ çăлтăрсем. Çав вăхăтрах партнерсемпе хутшăнусем тату – çемьере те, ӗçре те. Канмалли кунсенче çемьепе курава, театра тухса кӗни лайăх.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Юлташăрсемпе хутшăнусене лайăхлатасси ку эрнере сирӗншӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулать. Çемьепе туслăха уйăрма пӗлӗр – мăшăрăрпа çыхăннă хутшăнусене юлташăрсене каласа памалла мар, вӗсен канашӗ пурпӗр çемйӗре пулăшаймӗ. Сывлăха çирӗплетме профилактика процедурисем ирттерни питӗ кирлӗ халь.
РАК 22.VI-22.VII
Мăшăрăрпа хутшăнусем пăсăлнин сăлтавӗ – эсир кӗвӗçни, юратнă çыннăра шанманни. Хуçалăх ыйтăвӗсемпе нумай чупкалама тивет, ачасемпе хутшăнни çеç сирӗн кăмăлăра уçӗ. Пӗччен Раксене çăлтăрсем юратнă ӗçпе аппаланма хушаççӗ е театра кайса вăхăта усăллă ирттермелле.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Çемье пуррисене юратнă çынран ачашлăх, тимлӗх çитмест. Ан кӳренӗр, мăшăрăра ытларах тимлӗх уйăрăр, вăл та парăмра юлмӗ. Хăвăр кӗвӗçмесен хутшăнусем пăсăлмаççӗ. Килти ӗçсем нумай пулаççӗ, эткерпе çыхăннă ыйтусене татса пама тивет.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Ашшӗ-амăшӗпе пурăнаканнисене ку эрнере çăмăл мар. Çавăнпа çăлтăрсем сире хăнана, концертсене ытларах тухса çӳреме сӗнеççӗ. Çулçӳреве тухма, вӗренме, çӗнӗ çынсемпе паллашма ырă вăхăт ку. Тăванăрсемпе хирӗçӳсем пулсан та юлташăрсемпе пӗр-пӗрне лайăх ăнланатăр.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Тӗркешӳпех иртсе каять эрне. Уйрăмах çемьеллисен вак-тӗвек ыйтусем нумай пулаççӗ. Кил-çурта тирпейлессине, юсассине çак эрнене ан палăртăр, çемьери хутшăнăва пӗтӗмпех аркатма пултарать ку. Çав вăхăтрах аванни те пур – тупăш хушма майсем пулаççӗ, тахçантанпа ӗмӗтленнӗ япалана туянатăр. Тӗп ӗçӗрте шалу ӳстерӗç-и, преми парӗç-и...
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Çак кунсенче хăвăрăн сăнара çӗнетмелле теççӗ çăлтăрсем. Енчен те çӳçе урăхларах касма, урăхларах стильпе çӗленӗ тум тăхăнас кăмăл пулнăччӗ-тӗк, çак эрнере шутланине пурнăçламаллах. Пӗтӗмӗшле илсен эсир халь нихçанхинчен çемçе кăмăллă, ырă. Укçа-тенкӗпе перекетлӗрех пулмаллине çеç ан манăр.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Теветкелленес кăмăл пит пысăк халь сирӗн. Кăмăл хыççăн кайсан финанс çухатăвӗсем пулӗç, астăвăр. Астаракан вăйăсене хутшăнмалла мар. Ăс-хакăла ӳстерме тăрăшмалла, уйрăмах тухăç философийӗ çине пусăм тумалла.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I.
Çак кунсенче эсир питӗ çирӗп. Таврари çынсен кăмăлне пăхмасăр хăвăр шутланă пек тăватăр. Çакă хирӗçӳсем патне илсе çитерет. Дипломат пек калаçтарса килӗшӳ тупсан пачах урăхла пулӗччӗ. Юлташăрсемпе хутшăнни савăнăç кӳрет. Хăнана чӗнсен ан хирӗçлӗр.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Ку эрнере хăвăра ирӗклӗн тыткалас килет, никама пăхăнмасăр. Анчах чăрмавсем, чикӗ лартакансем те çук мар. Сывлăхăр хавшани сисӗнет. Çак кунсем çынсемпе паллашма меллӗ мар. Лайăх пӗлмен çынсемпе чуна уçса калаçнине те çăлтăрсем мухтамаççӗ. Сирӗн çинчен е çемйӗр çинчен элек илтетӗр, анчах кулянма кирлӗ мар. Кӗçех вăл манăçать. Ӗçре йăлт аван, должноçпа ӳсесси те куçкӗрет.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Эсир ӗмӗтленнисем çак эрнере пурнăçлансах пыраççӗ тени тӗрӗс пулмӗччӗ. Юлташăрсемпе калаçнă чух финанс ыйтăвӗсене ан тӗкӗнӗр – парăма ан кӗрӗр, кивçен памалла мар. Ку эрне çула тухма, вӗренме çав тери ырă вăхăт – тавракурăмăра та анлăлататăр, пӗлӗвӗр те ӳсет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев