ЧУЛА ЧУН КӖРТЕКЕНРЕН МУЗЕЕ ПАРНЕ
Вăл е ку касса тунă хатӗрте Сантăр Пикл аллине тӳрех палласа илетӗн. Ӳнерçӗ почеркӗ йывăçран ăсталанă юпасенче уйрăмах сисӗнет. Анчах та вăхăт пӗр вырăнта тăмасть, юлашки вăхăтра Александр Иванович тимӗрпе бетон хутăшӗнчен тӗрлӗрен кӗлеткесем ăсталать. Хӳтӗлевçӗпе, Салтак харкам коллекцисенче хăйсен вырăнӗсене тупрӗç ӗнтӗ. Чапăрлăри Тăхăрьял масарӗнче Хуралçă тăрать. Акă Таврапӗлӳçӗн те мастерскойпа сывпуллашма вăхăт çитрӗ. Çак кӗлеткесем чӗнмесӗр тăрса – калаçнăн туйăнаççӗ. Вӗсенче Çӗр вăйӗ сисӗнет. Хулăн бетон хыçӗнче черчен чун пытаннă пекех. Ӳнер искусствинче çӗнӗ утăм тăвакансем сайра, вӗсенчен пӗри Пăва районӗнче пурăннишӗн мăнаçланмашкăн сăлтав пур пирӗн.