Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тирпей-илем, хӑтлӑх - пӗтӗмпех хамӑршӑн

Ҫулсеренех юр илсе пӗтсенех Тутарстанри ял хутлӑхӗсенче тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫсем пуҫланаҫҫӗ, экологи ик уйăхлӑхӗ пынӑ вӑхӑтра учрежденисен ӗҫ коллективӗсем тавралӑхра тирпей-илем кĕртес ĕçсене пурнӑҫлаҫҫĕ.

Масар ҫинче ​каснӑ йывӑҫ турачĕсене пуҫтарасси, йывӑҫ-тӗм лартасси те,​ типӗ ҫулҫӑна кӗреплесе пуҫтарасси те,​ садри панулми йывӑҫҫисене шуратасси те,​ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑрсене халалланӑ обелиск ҫумӗнчи территорисене те тирпей кӗртессипе пӗрлех сӑрласа хитрелетесси те тата ытти нумай ӗҫ пурнӑҫланать экологи икĕ уйӑхлӑхĕнче.​ Пӗрле, кар тӑрса пурнӑҫланӑ ӗҫ ӳсӗмлӗ те курамлӑ. "Пӗрлӗхре - вӑй", тесе ахальтен каламаҫҫӗ.
Яланах ял урамӗсемпе тавралӑх хитрелӗхӗпе хӑнасене тӗлӗнтерччӗр, ҫулла пахчасем тӗрлӗ йышши чечексемпе тавралӑха илем кӳрсе ларччăр тесе ӗмӗтленетпӗр.​ Хамӑр пурӑнакан, иртсе ҫӳрекен вырӑнсене тирпейлесси - кашнин тивӗҫӗ.​ Ачасене те экологи енĕпе тирпейлĕхе вĕрентни вырӑнлӑ, хут татӑкĕсемпе пластик савӑтсене айккине ывӑтни ырă тӗслӗх мар. 

​- Ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ ӗҫ коллективӗсене, ял хастарӗсене тӑрӑшуллӑхшӑн, хастарлăхӗсемшӗн тав сӑмахӗ калас килет. Ял илемлӗ те тирпейлĕ пулни хамӑршӑн, - тет Упи ял хутлахӗн пуҫлӑхӗ А.П.Ярухин.

Вырӑс ҫыравҫин А.П.Чеховӑн "Тасатнӑ ҫӗрте мар, ҫӳп-ҫап тӑкман ҫӗрте тирпейлĕ" тенӗ сӑмахӗсене пурте пӗлеҫҫӗ пулӗ тесе шутлатӑп. Анчах хӑш-пӗр​ ҫынсем апла шутласах каймаҫҫĕ, ҫӳп-ҫапа та кирлĕ мар вырӑна салатаҫҫĕ.​ Тирпейлӗ те хӑтлӑхлӑ пултӑрччӗ пурăнакан вырӑн. Ҫуп-ҫапа та кашни эрнере ятарлӑ машина килсе кил умӗсенченех илсе каять.​ Тасалӑхра пурӑнасчĕ те...

Ҫуркунне йывӑҫ-тӗм лартас ӗҫ те кал-кал пырать. Акӑ иртнĕ шӑматкун та ял хастарĕсем Çĕнĕ Упири ҫӑва ҫине пухӑнса чӑрӑш, хыр, ҫемҫе чӑрӑш (лиственница) хунавĕсене ларта тухрĕҫ, тымарланса кайччӑр тесе шӑварчĕҫ. ​ ​

«Пӗр ҫын сурать - типсе пырать, халӑх сурать - кӳлӗ пулать» тесе ахальтен каламан. Пурте кар тӑрса ӗҫлени куҫ умĕнче. Тирпей - илем, хӑтлӑх - пӗтӗмпех хамӑршӑн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев