Пурçăн хурчӗ тапăнни пирки çынсем хумханаççӗ, ведомство лăплантарать
ТР Вăрман хуçалăхӗн министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, пурçăн хурчӗ ӗрченӗ вырăнсене Тутарстанра 2022 çултах асăрханă. Вӗсем Азнакай, Аксу, Элкел, Пӳлер, Мензеле, Нурлат, Çарăмсан вăрманлăхӗсенче пулнă. Çулталăк хушшинче вăрмансене сиен кӳрекенсене тӗпченӗ, Вăрман хуçалăхӗн федераци шайӗнчи агентствине обоснованисем тăратнă, ликвидаци мероприятийӗсем сӗннӗ.