КОНКУРСА ПӖТӖМЛЕТРӖМӖР
«Чыс та мухтав çӗршыва хӳтӗлекенсене» конкурсăн пӗтӗмлетӗвӗ
«Чыс та мухтав çӗршыва хӳтӗлекенсене» конкурса килнӗ ӳкерчӗксене çак номерте пичетлесе пӗтеретпӗр. 6 çултан пуçласа 15 çула çитичченхи ачасем илемлӗ ӳкерчӗксем ярса пачӗç редакцие. Тавах пурне те! Комисси конкурса çак кунсенче пӗтӗмлетрӗ. Эппин çӗнтерӳçӗсемпе паллаштаратпăр сире, хаклă вулаканăмăрсем.
4 – 6 çултисем
1-мӗш вырăн – Никита Танков (Пăва районӗ, Шемекри ача сачӗ).
7 – 9 çултисем
Гран-при – Елизавета Гаврилова (Çӗпрел районӗ, Кивӗ Çӗпрелӗнчи 1 № шкул);
1-мӗш вырăн – Анастасия Шамиева (Аксу районӗ, Кивӗ Тимушкел шкулӗн Беловкăри филиалӗ);
2-мӗш вырăн – Устина Кудряшова (Анат Кама хулинчи 34 № гимнази-интернат);
2-мӗш вырăн – Полина Шигапова (Элкел районӗ, Анат Качаел шкулӗ).
3-мӗш вырăн – Софья Журавлева (Элкел районӗ, Анат Качаел шкулӗ. Вӗрентекенӗ – Н.Н.Краснова);
3-мӗш вырăн – Виктория Трофимова (Çӗпрел районӗ, П.В.Дементьев ячӗллӗ Упи шкулӗ);
3-мӗш вырăн – Матвей Сердцев (Çӗпрел районӗ, П.В.Дементьев ячӗллӗ Упи шкулӗ).
10 – 13 çултисем
1-мӗш вырăн – Вера Леонтьева (Анат Кама хулинчи 34 № гимнази-интернат);
2-мӗш вырăн – Милана Романова (Çӗпрел районӗ, Кивӗ Çӗпрелӗнчи 1 № шкул);
3-мӗш вырăн – Арина Андреева (Çӗпрел районӗ, П.В.Дементьев ячӗллӗ Упи шкулӗ).
14 – 18 çултисем
1-мӗш вырăн – Ксения Кудряшова (Анат Кама хулинчи 34 № гимнази-интернат);
2-мӗш вырăн – Маргарита Краснова (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел шкулӗ);
3-мӗш вырăн – Ольга Антонова (Çарăмсан районӗ, Йăвашкел шкулӗ).
Çӗнтерӳçӗсене пурне те саламлатпăр! Редакци кашни çӗнтерӳçех Дипломпа (электронлă почта урлă ярса паратпăр) тата асăнмалăх парнепе (чăвашла кӗнеке тата ӳкерме-сăрлама кирлӗ хатӗрсем) чыслать.
Редакци.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев