Хирти Кушкă ялне Тутарстан Владыки килет
Кашни çул Çимӗк иртсен Пăва районӗнчи Хирти Кушкă ялӗнче чăвашла концерт кăтартаççӗ. Кăçал Çимӗкре кушкăсем патне Фарида юрăç килнӗ пулнă. Çак концерт вăхăтӗнче ял-йыш Кушкăра халăх укçипе чиркӳ тума йышăннă.
Ялтан тухса тӗрлӗ çӗрте пурăнакан усламçăсем те çак шухăша ырласа тӗрев пама хатӗррине пӗлтернӗ. Кушкăсемпе пӗрле Паççулкăсем те Казански турăшӗн чиркӗвӗ пултăр тесе тăрăшаççӗ. Строительство тапхăрӗсем мӗнлерех пынине пурте сăнама пултарччăр тесе Телеграм-канал уçнă, унта ӗçсем мӗнле пынине пӗлтерсе тăраççӗ. Турă пулăшнипе пулас чиркӗвӗн фундаментне хатӗрлесе те çитернӗ. Проекчӗ тăрăх (сăнӳкерчӗкре) чиркӳ самай çӳллӗ пулмалла, Пăва – Чӗмпӗр трассăпа иртекенсене курăнса тăрӗ.
Июнӗн 17-мӗшӗнче 13:00 сехетре Хирти Кушка Хусан тата Тутарстан Митрополичӗ Кирилл владыка кӗлӗ вулама килет. Кушкăсем килес ăру валли çырнă çыруллă колбăна пулас храмăн никӗсне хурса хăварӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев