Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пурçăн хурчӗ тапăнни пирки çынсем хумханаççӗ, ведомство лăплантарать

ТР Вăрман хуçалăхӗн министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, пурçăн хурчӗ ӗрченӗ вырăнсене Тутарстанра 2022 çултах асăрханă. Вӗсем Азнакай, Аксу, Элкел, Пӳлер, Мензеле, Нурлат, Çарăмсан вăрманлăхӗсенче пулнă. Çулталăк хушшинче вăрмансене сиен кӳрекенсене тӗпченӗ, Вăрман хуçалăхӗн федераци шайӗнчи агентствине обоснованисем тăратнă, ликвидаци мероприятийӗсем сӗннӗ.

2023 çулхи май уйăхӗнче Азнакай, Аксу, Элкел, Пӳлер, Мензеле, Нурлат, Çарăмсан вăрманлăхӗсенче сиен кӳрекен хуртсене ликвидацилес мероприятисене 53 пин гектар çинче туса ирттернӗ. Йывăçсене Дефилигнум препаратпа имçамланă, мӗншӗн тесен çак наркăмăш хăрушлăхăн 3-4 класӗпе килӗшӳллӗн этемпе вӗлле хурчӗсемшӗн ытла сиенлӗ мар.  Наркăмăш сапнă вăхăтра вăрман хуçалăхӗн специалисчӗсем ӗçленӗ вырăнтан 300 метрта çывăха пыма юраманни çинчен асăрхаттаракан табличкăсем вырнаçтарнă. 
Çак тӗллевпех 2023 çулхи майăн 4-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинечӗ 569 номерлӗ Йышăну кăларать. Ун тăрăх, йывăçсене сиен кӳрекен хурт-кăпшакăсене пӗтернӗ вăхăта вăрмансене çынсен çуран та, транспортпа та кӗме юраман.  
Хальхи вăхăтра Тутарстанра кăçал туса ирттернӗ ӗçсен эффективлăхне хак параççӗ. Çавăн пекех специалистсем çитес çул çуркунне пурçăн хуртран имçамалли территорисене палăртса документаци хатӗрлеççӗ.  Лару-тăрăва вăрман отраслӗн специалисчӗсем тимлесе тăраççӗ.  Пурçăн хурчӗ Кама патне Пӗкӗлме тата Азнакай енчен килни паллă. Ăшă хӗл, нӳрлӗ çанталăк, лӗпӗшсен миграцийӗ, çут çанталăкра пурçăн хуртне çиекенсем сахалланни те çак хурта йышлăн ӗрчеме майсем туса параççӗ. Пулерти историпе архитектура заповедникӗн директорӗ Зуфар Шакиров пӗлтернӗ тăрăх, пурçăн хуртне вӗçен кайăксенчен çерçи кăна çиет. 
Енчен те çитес хӗл сивӗ пулчӗ-тӗк, лӗпӗшсем сапнă çăмартасенчен хуртсем тухаймӗç.   
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев