Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче 9-мӗшпе 11-мӗш классене пӗтерекенсемшӗн юлашки шăнкăрав янăрарӗ
Иртнӗ эрне вӗçӗнче çӗршывăмăрти ытти шкулсенчи пекех Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче те вӗренсе тухакансемшӗн юлашки шăнкăрав янăрарӗ. 9-мӗшпе 11-мӗш класра вӗренекенсене шкул директорӗ Владимир Мискин саламларӗ, вăл ачасене хăйсем кӗрес тенӗ çӗре вӗренме кӗме ăнăçу сунчӗ, вӗренӳре, шкулăн обществăлла пурнăçӗнче, спортра палăрнă ачасене Мухтав хучӗсем парса чысларӗ. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков вӗренсе тухакансене экзаменсене ăнăçлă тытма ăнăçу сунчӗ, кăмăла каякан професси суйлассинче тӗрӗс утăм тума, пурне те çирӗп сывлăх, пурнăçра пысăк çитӗнӳсем тума сунчӗ. Район администрацийӗ ятӗнчен шкул пӗтерекенсемпе учительсен йышне Исаметдин Низамов саламларӗ.