Ача садӗнченех чăвашла
Анат Кама хулинчи 75-мӗш номерлӗ ача садӗнчи 9-мӗш ушкăна çӳрекен ачасем чăваш чӗлхипе, культурипе тăтăшах паллашни пирки эпир хаçатра çырнăччӗ ӗнтӗ. Шăпăрлансем чăвашла сăвăсем, юрăсем вӗренеççӗ, чăвашла вăйăсем выляççӗ.
Нумай пулмасть кунта Лариса Ивановна Петрунина воспитательница тăрăшнипе йӗркеленнӗ «Çăлтăрсем» ача-пăча ансамблӗ хулари шкулчченхи учрежденисенче воспитани илекенсен хушшинче иртнӗ фестивалӗн суйлав турне те хутшăннă — чăвашла «Пукане» юрра юрланă.
Лариса Ивановна ачасене чăвашла вӗрентес тесе ырми-канми тăрăшать, тӗрлӗ мероприяти ирттерет.
Хамăр корр.
Л. Петрунина сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев