Санкт-Петербургра августăн 27-28-мӗшӗсенче Чăваш культурин кунӗсем иртеççӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Санкт-Петербургра августăн 27-28-мӗшӗсенче Чăваш культурин кунӗсем иртеççӗ

Икӗ куна тăсăлакан уяв мероприятийӗсен программи питӗ пуян та анлă

 

Выступление народного ансамбля «Сявал»

Ыран, августăн 27-мӗшӗнче, Нацисен хушшинчи хутшăнусен тата миграци политикине пурнăçа кӗртес енӗпе ӗçлекен комитетра «Санкт-Петербургри чăваш наципе культура пӗрлешӗвӗсен патшалăх наци политикине пурнăçа кӗртессинчи вырăнӗ» темăпа çавра сӗтел иртет.

Тепӗр кун, августăн 28-мӗшӗнче, Патшалăх академи капеллин сцени чăн-чăн уяв лаптăкне çаврăнӗ: унта пысăк концерт пулӗ, Чăваш Енпе Санкт-Петербург хутшăнăвӗсене халалланă куравпа, паллах, «Раççейӗн тӗрленӗ картти» проектпа паллаштарӗç. Курма пыракансемпе хăнасене Чăваш патшалăх ансамблӗ чăваш халăх ташши енӗпе мастер-класс кăтартӗ. «Сик! Тух!» программа халăхăн йăли-йӗркине уçса парӗ.

Стилизациленӗ наци тумтирӗн кăтартăвӗ те Раççейӗн çурçӗр тӗп хулинче пурăнакансене илӗртмелли мероприяти. Анатолий Рыбкинпа Евгений Емельянов ӳнерçӗсен ӗçӗсен куравӗпе паллашни тăван тăрăха тавăрӗ унта тӗпленнӗ чăвашсене.

«Чăваш культурин кунӗсем – хамăр республикăмăрăн вăйӗпе хăйнеевӗрлӗхне, унăн питӗ пуян историне, уникаллă культурине, вăйлă производство потенциалне, чи пӗлтерӗшли вара — пултаруллă çынсене кăтартма пулăшать, ку федераци шайӗнче хамăр çинчен пӗлтермелли, тата та сулмаклă ӗçсем тума хатӗррине кăтартмалли хăйне евӗрлӗ май», – тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхӗ Олег Николаев.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 


Дни чувашской культуры

Нет комментариев