Тутарстанра çул çитмен ачасемпе пулнă аварисем йышланнă кăçал. Çулталăк пуçланнăранпа кăна республикăра çакнашкал 273 çул-йӗр инкекне шута илнӗ. Вӗсенче 11 ачана ӗмӗрлӗхех çухатнă эпир. Тепӗр 291-шӗ (87-шӗ Хусанта) аманнине пӗлтерет Хусан хулинчи Патшалăх автоинспекцийӗ. Статистика чăнах та шухăшлаттарать.
Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ умӗн çулсем çинче ача-пăча аманасран профилактика ирттерес шутпа республикăн кашни хулинче рейдсем пыраççӗ халӗ. Ачасем лартнă машинăсем уйрăм тимлӗхре. Шел, кашни атте-аннех тимлӗ мар иккен. Хăш-пӗри ачана ятарлă ача-пăча креслисӗрех лартса çӳрет. Сăмах май, кăçалтан куншăн 5000 тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ.Çул-йӗр инкекӗсен айăпӗ водительсенче кăна мар, çуран çӳрекенсенче те пулнине палăртаççӗ автоинспекторсем. Çулталăк пуçламăшӗнче çул-йӗр инкекне шăпах çуран çӳрекен ачасем лекнӗ. Тӗпрен илсен вӗсем хула тăрăх хăйсем тӗллӗн çӳрекен çул çитмен ачасем иккен.

Çул-йӗр инкекне ытларах 9 – 13 çултисем лекеççӗ. Тимсӗрлӗхе пула 10 ача сиенленнӗ кăçал. Нумай чухне вӗсем юраман вырăнта çул урлă каçаççӗ, лартса хăварнă машинăсем хыçӗнчен çул çине сиксе тухаççӗ, çул урлă каçнă чух велосипедпа е самокатпах çӳресе пыраççӗ, – тетХусанти ПАИ пропаганда уйрăмӗн ертӳçи Алия Валиева кун пирки.
Ачасемшӗн чи хăрушă транспорт электросамокатсемпе питбайксем пулнине уйрăммăн палăртаççӗ автоинспекторсем. Питбайксемпе пулнă аварисем сахал мар пирӗн. Тӗслӗхрен, августăн 19-мӗшӗнче Анат Кама хули çывăхӗнчи Красный Ключ поселокӗнче питбайкпа пынă 17-ри каччăн пурнăçӗ вăхăтсăр татăлнă.Алия Валиева каланă тăрăх, кăçал велосипедпа ярăнакан ачасем çул-йӗр инкекне нумай лекнӗ иккен. Кун пек аварисенче пӗтӗмпе 44 ача шар курма ӗлкӗрнӗ. Паллă ӗнтӗ, çул-йӗр инкекӗнче аманса ӗмӗрлӗхех сусăрланса юлас хăрушлăх пысăк.
Республикăн ача-пăча клиника больницин ача-пăча хирургӗ Павел Климшанов та акă аварисенче ачасем пуç мимине сиенлетнӗ, пуç чашкин тӗпне, ал-урине, çурăм шăммине хуçнă тӗслӗхсем нумаййине палăртать.Çапах та çул-йӗрсем çинче ачасем вилни е шар курни пӗр вӗсен айăпӗ кăна маррине палăртмалла, ытларах айăп аслисенче. Чăн малтан хăрушсăрлăхшăн ашшӗ-амăшӗ яваплă пулмалла, ача-пăча кресли ПАИ инспекторӗ штраф парасран мар, ачин пурнăçне сыхласа хăвармалли чи кирлӗ хатӗр пулнине асра тытмалла. Çулсем çинче хăйсене мӗнле тытмалли правилăсене ачи-пăчине килте ăнлантармалла.
Нет комментариев