Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче 9-мӗшпе 11-мӗш классене пӗтерекенсемшӗн юлашки шăнкăрав янăрарӗ

Иртнӗ эрне вӗçӗнче çӗршывăмăрти ытти шкулсенчи пекех Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче те вӗренсе тухакансемшӗн юлашки шăнкăрав янăрарӗ. 9-мӗшпе 11-мӗш класра вӗренекенсене шкул директорӗ Владимир Мискин саламларӗ, вăл ачасене хăйсем кӗрес тенӗ çӗре вӗренме кӗме ăнăçу сунчӗ, вӗренӳре, шкулăн обществăлла пурнăçӗнче, спортра палăрнă ачасене Мухтав хучӗсем парса чысларӗ. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков вӗренсе тухакансене экзаменсене ăнăçлă тытма ăнăçу сунчӗ, кăмăла каякан професси суйлассинче тӗрӗс утăм тума, пурне те çирӗп сывлăх, пурнăçра пысăк çитӗнӳсем тума сунчӗ. Район администрацийӗ ятӗнчен шкул пӗтерекенсемпе учительсен йышне Исаметдин Низамов саламларӗ.

11 класс пӗтерекенсен пӗрремӗш вӗрентекенӗ Елизавета Титова вăхăт питӗ хăвăрт иртнине палăртрӗ. Чăн та, паян шкул пӗтерекенсем тин кăна 1-мӗш класа килнӗ пекчӗ: хăюсăррăн класа кӗнӗччӗ, пӗрремӗш вӗрентекенпе паллашнăччӗ, пӗрремӗш шăнкăрав янăранăччӗ, пӗрремӗш сăмаха хăй тӗллӗн вуланăччӗ... Халӗ акă вӗсем шкул пӗтереççӗ. Учитель хăй вӗрентнӗ ачасене малашнехи вӗренӳре, ӗçре ăнăçу сунчӗ. 


9-мӗшсен пирвайхи вӗрентекенӗ Алина Афиногентова ачасене патшалăхăн тӗп экзаменне ăнăçлă пама, кăмăла каякан професси суйлама сунчӗ. 
Çавăн пекех 9-мӗшсемпе 11-мӗшсен класс ертӳçисем Петр Мулеевпа Любовь Казакова тата Ирина Макарова та хăйсен вӗренекенӗсене чи ырă сăмахсем каласа хавхалантарчӗç. Ашшӗ-амăшӗсем хăйсен сăмахӗнче вӗрентекенсене вӗсен ырми-канми ӗçӗшӗн тав турӗç. Вӗренсе тухакансем учительсемпе ашшӗ-амăшӗсене чечек çыххи парнелерӗç, юрăсем юрларӗç, сăвă каларӗç, вальс ташларӗç. Унтан чи хумхануллă самант çитрӗ — юлашки шăнкăрав шăнкăртатрӗ. Çак пӗлтерӗшлӗ миссие 11-мӗш класс пӗтерекен Елизавета Архиповăпа 1-мӗш класс пӗтернӗ Егор Ларионов пурнăçларӗç. Вара шкулпа сывпуллашакансем тӳпене хăмпăсем вӗçтерчӗç — вӗсем çӳлтен çӳле вӗçнине курăнми пуличченех пăхса тăчӗç, кашни çак самантра çутă пуласлăх пирки шухăшларӗ пуль. 


Мероприяти вӗçӗнче вӗренекенсем учительсемпе, ашшӗ-амăшӗсемпе пӗрле асăнмалăх сăн ӳкерӗнчӗç. Юлашки шăнкăрав уявӗ ачасен те, вӗрентекенсен те, ашшӗ-амăшӗсен те асӗнче ӗмӗрлӗхе упранӗ.

 

Геннадий КАРСАКОВ. 


Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев