«Я и есть Татарстан» ярмăркка «Пӗчӗк тата вăтам предпринимательство» наци проекчӗн тӗревӗпе иртрӗ
2007 çулта Предпринимательсен кунне паллă тăвасси çинчен РФ Президенчӗ В. В. Путин Указ кăларнă. Мӗншӗн майăн 26-мӗшне килсе тухать уяв? Мӗншӗн тесен 1988 çулхи майăн 26-мӗшӗнче Коопераци çинчен закон йышăннă.
Хусанта ку уява майăн 24-мӗшӗнчех паллă тума тытăннă. Г. Камал ячӗллӗ театр умӗнчи тӳреме пысăк мар киосксем лартса тухнă, унта республикăри 135 хăйне хăй ӗçпе тивӗçтерекен (самозанятый) хăй аллипе тунă продукцие сутма тухнă. «Я и есть Татарстан» ярмăрккана «Пӗчӗк тата вăтам предпринимательство» наци проекчӗн тӗревӗпе ирттернӗ. Майăн 24 — 26-мӗшӗсенче 14.00 — 22.00 сехетсенче хусансемпе хула хăнисем кăмăла килекен япаласем туяннă. Сутуçăсене «Мой бизнес» центр киосксене, оборудование тӳлевсӗрех усă курма панă.
Ярмăрккăн чи ырă енӗ — унта сутакан тавара производитель аллинчен илни. Таçта, такам урлă çитмен вăл сан пата. Акă, тӗслӗхрен, ӳсен-тăранпа усă курса эпоксидлă сăмаларан тунă алкасем, кулонсем сутса тăракан Алексей Коноплев çемйипе Хусан çумӗнче пурăнать, çутçанталăк хитре, уçăлма тухсан чечек çыххисӗр киле таврăнăн-и? Хир чечекӗсен уйрăм илем-çке. Мăшăрӗ Ксения икӗ çул каялла декретра ларнă чух капăрлăхсем ăсталама хăнăхнă. Ăсталакан капăрлăхсем çынсене килӗшнине ӗненсен хăйне хăй ӗçпе тивӗçтерекенсен ретне тăнă. Тӗп ӗçӗнчен пушă вăхăтра ăна Алексей пулăшать. Алексей сăмахӗпе хальлӗхе маркетплейссене тухмалăх хăват пухайман, тӗпрен илсен социаллă сетьсем урлă, «сарафан радиовӗпе» саланать тавар.
Ярмăрккара капăрлăхсем тата пурччӗ. Вӗсене тӗрлӗ материалтан туни, ăстаçăсен ӳнер туйăмӗ пулни уйрăмах савăнтарать, кăсăклантарать.
Фермер продукчӗсене те чылайăн кӳрсе килнӗччӗ — çимелли те, тăхăнмалли те пурччӗ.
Кăçал ярмăрккăна бизнес культурине халалланă. Ку тема чăнах та актуаллă. Тӳрӗ кăмăлпа суту-илӳ тăвакансен хушшинех ултавçăсем хӗсӗнсе кӗнӗ тӗслӗхсене, шел те, куллен илтме тивет. Тӗп темăна çирӗплетсех суту речӗ умне кӗнеке шкапӗ лартнă йӗркелӳçӗсем. Пӗрре пăхсан кăна инсталляци, дизайнер çапла илем кӳрет тейӗн, чăннипе шкапра бизнес илсе пыма вӗрентекен кӗнекесем. Килӗшнӗ кӗнекене тӳлевсӗрех илсе кайма юрать, анчах «хăв илтӗн, хăвăнтан хăвар», тӳр кăмăлпа илнӗ кӗнеке вырăнне тепӗр кӗнеке хăвармалла. Çакă пулать те ӗнтӗ культура. Ярмăркка умне лартнă сцена та сутуçăсенчен кая мар хăй тавра пуçтарчӗ куракансене: конкурссем те ирттереççӗ, юрă-кӗвӗ шăрантараççӗ. Куракансем чăтаймасăр пăхнă çӗртех ташша яраççӗ.
Ярмăрккăна уçнă çӗрте ТР Премьер-министрӗн çумӗ, Предпринимательство аталанăвӗн департаменчӗн директорӗ Наталья Кондратьева тата РФ Патшалăх Думин Пӗчӗк тата вăтам бизнес енӗпе комитечӗн председателӗн çумӗ Альфия Когогина хутшăнчӗç. Хăйсем тӗллӗн ӗçлекенсене дипломсем пачӗç. Виçӗ кунра хăйне хăй ӗçпе тивӗçтерекенсем 2,5 миллион тенкӗлӗх тавар сутнă.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев