Чи чаплă хула
Пӗчӗк чухне пире, Тутарстанри асфальтсăр районта пурăнакансене, çак хулапа Чăвашрадио кăна çыхăнтарса тăратчӗ пуль: «Шупашкар калаçать. Вăхăт…» – тимӗр сасăпа калаçатчӗ диктор. Асанне – хăçан каçпа 5-ре, хăçан 6-ра – манмастчӗ радио çывăхне ларма. Унăн юратнă передачи «Ăраскал» ятлăччӗ. Радиопа калаçакан хӗрарăмăн чӗтренерех тухакан сассине пин-пин сасăран уйăрса илеетӗп пуль халӗ те. Турри сывлăх патăр ăна сывă пулсан. Инçетри Шупашкартан çуллахи каникулта тантăшсем, Çимӗкре тăвансем килетчӗç тутлисене илсе. Тата аннен сайра килекен пӗртăванӗсем пурăнатчӗç унта. Калаканӗ каласа панă пуль ӗнтӗ, анчах хăв куçупа курни урăхла вӗт вăл.