Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнчи улшăнусемпе пресс-турта паллаштарчӗç
Тутарстанра çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче тӗпрен юсанă хыççăн пурӗ 49 шкул хăйӗн алăкӗсене вӗренекенсем валли уçать, ачасене вӗренӳ вăхăтӗнче мобильлӗ телефонсемпе усă курма чарӗç, контроль ӗçӗсем хăçан пуласси пирки вара малтанах паллă пулӗ. Вӗрентӳри çак тата ытти çӗнӗлӗхсем пирки «Тутарстан – çитӗнӳсен республики» пресс-тур вăхăтӗнче журналистсене каласа пачӗç.
Пресс-тура ТР Патшалăх Канашӗн улттăмӗш пухăвӗн ӗçӗ вӗçленсе пынине халалланă. Журналистсем Хусанти «Адымнар» полилингвальлӗ комплексра пулса курчӗç, инновациллӗ вӗренӳ заведенийӗпе паллашрӗç, унтан çакăнта йӗркеленӗ пресс-конференцире ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Вӗрентӳ сферинчи надзорпа контроль департаменчӗн ертӳçине Рамис Музипова тата Хусанти Апат-çимӗçпе социаллă апатлану департаменчӗн генеральнăй директорне, ТР Патшалăх Канашӗн 6-мӗш пухăвӗн депутатне Рима Мухамедшинăна ыйтусем пачӗç.
Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче Тутарстан шкулӗсенче улшăнусем пулса иртеççӗ. Рамис Музипов пӗлтернӗ тăрăх, çӗнӗлӗхсем инфраструктурăпа та, вӗренӳ процесне йӗркелессипе те çыхăннă. «Чи малтанах çӗнӗ шкулсемпе ача сачӗсем уçăлнине асăнмалла. Тутарстанра кăçал 11 çӗнӗ вӗренӳ учрежденийӗ уçăлать, çулталăк вӗçлениччен 10 пин вырăнлăх 10 ача сачӗ хута каймалла. Сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне 49 шкула, 20 ача садне, профессиллӗ вăтам пӗлӳ паракан учреждение, 14 общежитие, 2 спортзала тӗпрен юсаса пӗтермелле. Шкул столовăйӗсене юсамалли программăпа çулсерен 1 миллиард тенкӗ укçа уйăраççӗ, вăл тăватă çул ӗçлет ӗнтӗ. Кăçал республикăри шкулсенчи 94 столовăя юсанă», – пӗлтерчӗ Рамис Музипов.
Вӗренӳ процесне йӗркелессинчи тепӗр улшăну вăл – вӗреннӗ вăхăтра ачасене мобильлӗ телефонпа усă курма чарни. Ку çӗнӗлӗхе «Вӗрентӳ çинчен» закона та кӗртнӗ. Енчен те 2023 çулхи март уйăхӗччен çак процеса мӗнле йӗркелес ыйтăва шкул хăй татса панă-тăк, кăçалтан ачасене мобильлӗ телефонпа вӗренӳре усă курма та, пӗр-пӗринпе хутшăнма та чарнă. Вӗренекенсем уроксем хыççăн çеç усă курма пултараççӗ çыхăну хатӗрӗпе.
Тепӗр çӗнӗлӗх тӗрӗслев ӗçӗсемпе çыхăннă. Унччен федераллă тата регион шайӗнчи тӗрӗслев ӗçӗсене хуть хăш вăхăтра ирттерме пултарнă-тăк, халь вӗсен йӗркине палăртнă: Пӗтӗм Раççейри тӗрӗслев ӗçне (ВПР) ăнсăртран кӗмсӗрт çырма тивмӗ – ăна маларах расписание кӗртеççӗ.
Тепӗр çӗнӗлӗх контент улшăнăвӗсемпе çыхăннă. Ӗç урокӗсене халиччен расписанире «Технология» тесе палăртнă пулсан, халь ăна «Труд-технология» тесе палăртӗç. Çакă вӗренӳ программине çӗнӗ модульсем хушăннипе çыхăннă. ОБЖ предметне халӗ расписанире ОБЗР (Основы безопасности и защита Родины) тесе палăртма пуçлаççӗ. Ку предметпа халӗ ачасене унчченхи ОБЖ программинчи темăсене те вӗрентӗç, çавăн пекех пуçламăш çар хатӗрленӗвӗн сборӗсене те хутшăнтарӗç.
Географи предметӗнче çӗршыв чикки улшăннипе, çӗнӗ регионсем хушăннипе пулса иртнӗ çӗнӗлӗхсем пур. Литературăра та улшăнусăр мар: хăш-пӗр авторсене вӗренӳ программинчен кăларнă, хăш-пӗрисене хушнă. Тӗслӗхрен, 6-мӗш класра Д.Роулингăн «Гарри Поттер» хайлавне йăлтах программăран кăларнă.
Паллах, Раççейре кăçал Çемье çулталăкӗ пулнине шута илсе уроксем хыççăн çемьене халалланă занятисем ирттерме палăртнă.
Тутарстанра кăçал 1-мӗш тата 10-мӗш класа каякансем валли вырăн çителӗклӗ. Ытти çулсенчи пек вӗренме илмеççӗ тесе çырнă çăхавсем илмен кăçал министерствăра. Çак ыйтăва республикăра çулсерен çӗнӗ шкулсем хута яни татса пама пулăшнă.
Çӗнӗ вӗренӳ çулӗнчен Хусанта 184 шкул ресторанӗ ӗçлеме пуçлать. Çакăн пирки пресс-турта Рима Мухамедшина пӗлтерчӗ. Кăнтăрлахи апатшăн 79 тенкӗ тӳлесе шкул ачи менюра пур темиçе тӗрлӗ апатран хăйне килӗшекеннине суйласа илме пултарать.
Шкул столовăйӗсене модернизацилес ӗçе ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе пуçланă. Пилӗк çул хушшинче шкул столовăйӗсенче ачасене апатлантармалли вырăнсен шучӗ 11 пин таран ӳснӗ.
Сăнӳкерчӗк ТР Патшалăх Канашӗн пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев