Çӗпрел районӗ пăри кукăлӗпе хăналарӗ
«Тутарстанăн культура тӗп хули» конкурс витӗмӗпе иртрӗ вăл. Çӗпрелсем 2023 çулти пекех «Московский» Культура центрӗнче чарăнса тăчӗç. Йӗркелӳçӗсем пӗчӗк ярмăркка та хатӗрленӗ хусансем валли: пыл, панулми, тутлă кукăльсем (ăшне пăри хуни те пулчӗ), сӗт юр-варӗ – курма килнисем черет тăрсах туянчӗç. Культура центрӗн фойинче районпа малалла паллаштарчӗç. Чăваш туйӗн, тутарсен утă çулма тухма çава хатӗрлессин йăлисене кăтартрӗç. Çӗпрелсем чӳрече хашакӗсене те ăсталаççӗ, несӗлсен историйӗсене те тӗпчеççӗ, ятарлă çар операцийӗнчи ентешӗсем валли гуманитари пулăшăвӗ пухаççӗ. Тӗрлӗ-тӗрлӗ мастер-классем çитӗннисемшӗн те, ачасемшӗн те интереслӗ пулчӗç.