Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗпрел районӗ пăри кукăлӗпе хăналарӗ

«Тутарстанăн культура тӗп хули» конкурс витӗмӗпе иртрӗ вăл. Çӗпрелсем 2023 çулти пекех «Московский» Культура центрӗнче чарăнса тăчӗç. Йӗркелӳçӗсем пӗчӗк ярмăркка та хатӗрленӗ хусансем валли: пыл, панулми, тутлă кукăльсем (ăшне пăри хуни те пулчӗ), сӗт юр-варӗ – курма килнисем черет тăрсах туянчӗç. Культура центрӗн фойинче районпа малалла паллаштарчӗç. Чăваш туйӗн, тутарсен утă çулма тухма çава хатӗрлессин йăлисене кăтартрӗç. Çӗпрелсем чӳрече хашакӗсене те ăсталаççӗ, несӗлсен историйӗсене те тӗпчеççӗ, ятарлă çар операцийӗнчи ентешӗсем валли гуманитари пулăшăвӗ пухаççӗ. Тӗрлӗ-тӗрлӗ мастер-классем çитӗннисемшӗн те, ачасемшӗн те интереслӗ пулчӗç.

Несӗл йывăçӗ кашни çемьен çăра туратлă, капмар. Акă, тӗслӗхрен, Мокшинсен çемье йывăçӗ. Тӗпрен илсен вăл учительсен династийӗ çинчен каласа парать. Ăна пуçарса яраканӗ чиркӳ-прихут шкулӗнче ачасене çырма-вулама вӗрентнӗ Василий Мокшин пулнă. Паян та учитель профессине суйласа илнисем пур çак йăхран. Тăван ялта  династие малалла тăсаканӗ Надежда Мокшина та кунтах пулчӗ. 

Александр Лухмановăн çемйинче те учитель профессийӗ ăрушăн пӗлтерӗшлӗ  – темиçе ăру çак профессие чыслăн тытса пырать. Ахметов, Тазетдинов йăхӗсенчен тухнă вӗрентекенсем те професси эстафетине ăруран ăрăва парса пынă. 

СВОри ентешӗсене пулăшассипе ӗçлекен команда «Огонек доброты» ятлă. Патриотсен ушкăнне окоп çуртине туса фронта ăсатас хавхалану пӗрлештернӗ. Халӗ вӗсем фронта кирлӗ ытти япаласене те пуçтарса ентешсем патне ăсатаççӗ. Альфия Айнуллова ертсе пырать пӗрлешӗве. Камилла Валеева студентка та çак пархатарлă ӗçе кӳлӗннӗ. Румия Идиатуллина Çӗпрел районӗнче хăй ирӗкӗпе çакăн пек ӗçе хутшăнакансемшӗн яваплă. «Добро.Центр» Çӗпрел районӗнчи филиалӗн кураторӗ Мансур Акчурин та кунтах.

«Московский» Культура центрӗн куравсем иртекен залне çак кун Çӗпрел ăстисем йышăннă. Пӗринчен тепри илемлӗ чӳрече хашакӗсене чарăнса тăрсах кашнине алăпа тытса пăхас килет. 

Çакăнтах  Кӗçӗн Аксури Анатолий Иванов ăстаçă хăва хуллине хуçса çыхнă карçинккасемпе, кил-тӗрӗшре усă куракан ытти илемлӗ япаласемпе тăрать. 

Кивӗ Упири Наталия Куракинана вулакан лайăх пӗлет, халăх уявӗсене вăл тăтăш хутшăнать, миçе çынна пир тӗртме вӗрентмерӗ-ши çак çулсенче?! Халӗ те вăл хӗрӗсемпе авалтан пыракан чăваш хӗрарăмӗн ӗçӗпе курма килнисене паллаштарать. Наталия Николаевнăн кӗçӗн хӗрӗ Александра шăп çак кун ултă çул тултарчӗ. 

Çывăхрах Чăваш Паснапуçӗнчен Галина Кудряшова хăйӗн вӗренекенӗсемпе бисертан илемлӗ эрешсемпе капăрлăхсем тума вӗрентет. Тухьясем, хушпусем курава тăратнă.

Концерт залӗнче культура кунӗн кульминацийӗ те, финалӗ те пулчӗ. Тулли зал умне ТР Муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗн председателӗ Экзам Губайдуллин тата Çӗпрел муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Марат Гафуров тухса сăмах каларӗç. Çакăн хыççăн пысăк концерт пулчӗ. Районти пултарулăх коллективӗсем, Çӗпрел тăрăхӗнчен тухнă паллă артистсем хутшăнчӗç унта. 

Фотосене çак ссылкăпа кӗрсе пăхма пулать.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура