Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
фото

Тутарстанăн культура тӗп хули. Çӗпрел районӗ

16 октября 2024, 15:21

138

0

0

Октябрӗн 15-мӗшӗнче Хусанта Çӗпрел районӗн культура кунӗ иртрӗ

Октябрӗн 15-мӗшӗнче Хусанта Çӗпрел районӗн культура кунӗ иртрӗ

 «Тутарстанăн культура тӗп хули» конкурс витӗмӗпе иртрӗ вăл. Çӗпрелсем 2023 çулти пекех «Московский» культура центрӗнче чарăнса тăчӗç. Йӗркелӳçӗсем пӗчӗк ярмăркка та хатӗрленӗ хусансем валли: пыл, панулми, тутлă кукăльсем, сӗт юр-варӗ — курма килнисем черет тăрсах туянчӗç. Культура центрӗн фойинче районпа малалла паллаштарчӗç. Çӗпрелсем чӳрече хашакӗсене те ăсталаççӗ, ăру несӗлсен историйӗне те тӗпчеççӗ, ятарлă çар операцинчи ентешӗсем валли гуманитари пулăшăвӗ пухаççӗ. Тӗрлӗ-тӗрлӗ мастер-классем çитӗннисемшӗн те, ачасемшӗн те интереслӗ пулчӗç. 
Концерт залӗнче культура кунӗн кульминацийӗ те, финалӗ те пулчӗ. Тулли зал умне ТР Муниципаллă йӗркеленӳсен канашӗн председателӗ Экзам Губайдуллин тата Çӗпрел муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Марат Гафуров тухса сăмах каларӗç. Çакăн хыççăн пысăк концерт пулчӗ. Районти пултарулăх коллективӗсем, Çӗпрел тăрăхӗнчен тухнă паллă артистсем хутшăнчӗç унта.

Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев