Тӗнче текех пӗр енлӗ кăна мар
2023 çулта Йоханнесбургра (ЮАР) иртнӗ XV саммитра Раççей 2024 çулта БРИКС председателӗ пулма эстафетăна йышăнчӗ. Кăçал çулталăк пуçланнăранпах Раççейре, тӗпрен илсен Хусанта, нумай мероприяти иртрӗ, анчах хальхи чи пысăкки те пӗлтерӗшли. Унта БРИКС çӗршывӗсен пуçлăхӗсемпе Правительство ертӳçисем пухăнса тӗнчери чи çивӗч – политика, экономика, гуманитари, хăрушсăрлăх – ыйтăвӗсене сӳтсе яврӗç.
Кашни çӗршывăн интересӗсене шута илесси, пӗртанлăх хуçаланакан БРИКС пӗрлешӳ ытларах та ытларах çӗршыва илӗртет. 2024 çулта кăна унта Бразили, Раççей, Инди, Китай тата ЮАР çумне Египет, Иран, Эфиопи, Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсем хушăнчӗç. Ку вăл хамăр планета халăхӗн – 40, экономикин 30 проценчӗ.
36 çӗршыв, халăхсен хушшинчи 6 организаци
Хӗвеланăç çӗршывӗсем Раççее историре пулман йышлă санкцисем хурса чӗркуçлентерме тăрăшнă вăхăтра БРИКС саммитне 36 çӗршыв тата халăхсен хушшинчи 6 организацин ертӳçи, çав шутра ООН пӗрлешӗвӗн Генеральнăй секретарӗ Антониу Гутерриш та хутшăнни Раççее ыттисенчен ниепле те хупма çуккине ӗнентернипе пӗрлех пӗр çӗршывăн, çитменнине урăх континентрин, еккипе кăна пурăнтарас вăхăтсем иртсе пынине, тӗнче вăл нумай полярлă пулнине кăтартать.
БРИКС пӗрлешӗвӗн тӗллевӗ – çӗршывсен пӗртанлăхӗ, кашни çӗршывăн суйланă харпăр аталану çулне сума суни, пӗр-пӗрин интересӗсене шута илни, нумай полярлă тӗнче аталанăвӗ, хальхи чи çивӗч ыйтусене татса памалли çул-йӗре пӗрле палăртасси. Çакна тӗпе хурса Раççей çулталăкӗпех «Укрепление многосторонности для справедливого глобального развития и безопасности» девизпа ӗçлерӗ.
XVI саммит Хусанта икӗ тапхăрпа иртрӗ. Октябрӗн 22–23-мӗшӗсенче БРИКС пайташӗсен ларăвӗсем пулчӗç-тӗк, 24-мӗшӗнче БРИКС пӗрлешӗвӗпе интересленекенсемпе дискуссисем. Саммит темиçе площадкăра – Хусан Кремлӗнче, Ратушăра тата «Хусан Экспо» Курав центрӗнче – ӗçлерӗ. РФ Президенчӗ Владимир Путин çӗршыв ертӳçисемпе пӗрле те, кашнинпе уйрăммăн та тӗл пулчӗ, пӗтӗмпе 20 ытла тӗлпулу ирттерчӗ. Владимир Владимирович Китай Халăх Республикин ертӳçипе Си Цзиньпинпа, Инди Премьер-министрӗпе Нарендра Модипе, Турци Президенчӗпе Реджеп Тайип Эрдоганпа, çаплах БРИКС никӗслевçӗ-çӗршывсем йӗркеленӗ çӗнӗ Банк ертӳçипе Дилма Русефпа тӗл пулчӗ.
Мӗншӗн Хусан?
БРИКС пӗрлешӗвӗн председателӗ 2024 çулта Раççей пулассине пӗлтерсенех, чи пысăк мероприятисем Хусанта иртесси паллăччӗ. Тӗнче пӗлтерӗшлӗ мероприятисем ирттерессипе опычӗ пысăккипе кăна та çыхăнман ку. Пӗрремӗшӗнчен, Тутарстан ертӳлӗхӗ Раççейӗн халăхсен хушшинчи çыхăнăвне, дипломатине йӗркелес ӗçе темиçе çул хастар хутшăнать. ТР Раисне Рустам Минниханова нумай çӗршыв, уйрăмах ислам тӗнчи, лайăх паллать. Иккӗмӗшӗнчен, Тутарстан – вăйлă аталанакан регион, Хусанăн транспорт системи, туризм инфраструктури лайăх, хула та хăнасемшӗн меллӗ. Хăнасене йышăнассипе Хусана çитекен хула е регион чăнах та сайра Раççейре. Саммит валли площадкăсене те акă хальхинче те питӗ меллӗ йӗркеленӗ вăл. Çакна журналистсен репортажӗсем тăрăх та курма пулать. Акă ӗнтӗ миçе кун БРИКС саммичӗ тӗнче тимлӗхӗнче, вăл мӗнле иртнине, унта мӗн каланине тӗнчери 50 ытла çӗршывăн, çав шутра Европăпа Америкăн та, чи паллă массăллă хыпар хатӗрӗсем çутатаççӗ, саммита пурӗ 2000 ытла журналист килнӗ. Вӗсем «Хусан Экспо» Курав центрӗнчи пресс-центртанах тӳрӗ эфирсем илсе пычӗç.
Рустам Минниханов хăнасене кӗтрӗ
Тутарстан ертӳлӗхӗн, уйрăмах Рустам Миннихановăн яваплăхӗ чăнах та ытти чухнехинчен те пысăкрахчӗ хальхинче, мӗншӗн тесен РФ Президенчӗ В.Путин дипломати ӗçне пурнăçлама шаннă. Дипломати протоколӗ тăрăх, БРИКС саммитне йышăнакан ен пек вăл Китай, Инди, Турци, Узбекистан, Таджикистан, Азербайджан, Беларусь тата ытти çӗршыв ертӳçисене самолетран хăй кӗтсе илчӗ. Мӗнлерех-ха тата! Тутарстан çӗрӗ çине ярса пуснă пӗрремӗш утăмранах вырăнти наци колоричӗпе çупăрларӗ. Çăкăр-тăварпа пӗрле наци апачӗпе чак-чакпа кӗтсе илчӗ. Çӗршыв ертӳçисемпе шӳтле-шӳтле тутанма сӗнчӗ ăна. Чак-чак чи лайăх дипломат евӗр пулчӗ. Хăнасене юлташла ăш-пиллӗн кӗтсе илни типӗ дипломати процедурине чӗрӗрех те турӗ. Апла-тăк Тутарстан тӗнче аренинче каллех хăйне кăтартма пултарчӗ. Ку вара региона малашне çӗршывсемпе тавар çаврăнăшне тата ӳстерме пулăшӗ.
Кăтартма та пӗлмелле
БРИКС саммичӗ – историлле пулăм. Тутарстан хăйӗн промышленность, нефтехими, культурăпа индустри потенциалне кăтартмасăр хăвармарӗ. ТР Патшалăх Канашӗ умӗнче тата парламент çуртӗнче «Сделано в Татарстане» курав йӗркелерӗ, культура учрежденийӗсенче анлă культура программи ӗçлерӗ: концертсем, куравсем, Хусан Кремлӗн стени çинче çутă шоу...
Саммита килнӗ чи пысăк Китай делегацийӗн представителӗсем, тӗслӗхрен, Хусанти федераллă университет патӗнчи сквера лартнă паллă Китай философӗн Конфуцийӗн палăкӗ патӗнче пулса курчӗç. Тутарстан мӗнле тата мӗнпе пурăннипе пӗтӗм тӗнче паллашрӗ кăна мар, халăхсен хушшинчи проектсем пуçармалли индустри, культурăпа вӗрентӳ потенциалӗ унăн пысăккине те курчӗ.
Сăнӳкерчӗксем brics-russia2024.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев