г. Казань
Октябрӗн 28-мӗшӗнчен республикӑри автозаправка станцийӗсемпе нефть базисенче бензинпа топливо пахалӑхне тӗрӗслекен уйăхлăх пуçланни пирки пӗлтерет Тутарстанри топливăпа энергетика пахалӑхне тӗрӗслекен управлени.
Республикăра çанталăк сивӗтнине пула çулсем вырăн-вырăнпа пăрланма пултарни, автомашинăсене хӗл çитнӗ çӗре хатӗрлемелли тата çул-йӗр правилисене пăхăнмалли çинчен аса илтерет Тутарстан Республикин Патшалăх автоинспекцийӗ.
Раççей Президенчӗ Владимир Путин ӗç укçин чи пӗчӗк калăпăшне ӳстересси ҫинчен калакан саккуна алă пуснă. Документа право информацин порталӗнче пичетленӗ.
ТР Наци библиотекинче (Хусан, Пушкин урамӗ, 86 çурт ) ноябрӗн 1-мӗшӗнче 17:30 сехетре Çеçпӗл Мишшин 125 çуллăхне халалланă литература каçӗ иртет.
0