Çулсем çинче пăрлак пулма пултарать
Çӗнӗ хыпарсем

Çулсем çинче пăрлак пулма пултарать

Республикăра çанталăк сивӗтнине пула çулсем вырăн-вырăнпа пăрланма пултарни, автомашинăсене хӗл çитнӗ çӗре хатӗрлемелли тата çул-йӗр правилисене пăхăнмалли çинчен аса илтерет Тутарстан Республикин Патшалăх автоинспекцийӗ.

«Автомашинăсене хӗллехи вӑхӑта хатӗрлеме çине тӑрсах сӗнетпӗр. Хатӗрленӗвӗн пӗлтерӗшлӗ элеменчӗ – хӗллехи  шинӑсене лартасси. Водительсен ку ыйтăва вăхăтлă татса памасан çул çинче инкек сиксе тухма пултарать», – тенӗ ведомствăн пӗлтерӗвӗнче.

Çанталӑк условийӗсене кура водительсене машинăна техника енчен пăхса тухма сӗнеççӗ,  автомобилӗн чармалли тата оптика хатӗрӗсене пысӑк тимлӗх уйӑрмалла.


безопасные дороги

Нет комментариев