Хусанта Çеçпӗл Мишшин 125 çуллăхне халалланă литература каçӗ пулать
ТР Наци библиотекинче (Хусан, Пушкин урамӗ, 86 çурт ) ноябрӗн 1-мӗшӗнче 17:30 сехетре Çеçпӗл Мишшин 125 çуллăхне халалланă литература каçӗ иртет.
Курма килекенсене чăваш поэчӗн литературăра юлнă пуянлăхӗпе, ЧР Наци библиотекинче упранакан хайлавсен коллекцийӗпе паллаштарӗç. Литература каçӗ тӗлне Çеçпӗл Мишши Анастасия Червякова патне çырнă сăвăсен пуххине библиотека пӗчӗк кӗнеке евӗр кăларнă. Вырăсларан чăвашла çырусене Юрий Сементер куçарнă, сăвăсене – Петӗр Хузанкай. Сборника хастар хутшăнакансене парнелессине те пӗлтереççӗ йӗркелӳçӗсем.
Литература каçӗнче Çеçпӗл Мишшин театр сцени çинчи сăнарне те тимлӗхсӗр хăвармӗç. Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Чăваш патшалăх çамрăксен театрӗн артисчӗсем «Ҫӗн Кун Ачи» (Сын нового дня) спектаклӗн пӗр пайне кăтартӗç.
ТР Наци библиотекинче «Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл! = Живи, наш Сеспель!» сборникăн презентацийӗ те иртет. Унта Çеçпӗл Мишшин пултарулăхне юратакан Раççейӗн тӗрлӗ регионӗсенчи поэтсен вырăс тата чăваш чӗлхипе çырнă литература хайлавӗсене кӗртнӗ.
Кăмăл тăвакансем уçă микрофонпа усă курса поэтăн сăввисене чăвашла, вырăсла тата тутарла вулама пултараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев