Тутарстан заправкисенче топливо пахалăхне тӗрӗслеççӗ
Октябрӗн 28-мӗшӗнчен республикӑри автозаправка станцийӗсемпе нефть базисенче бензинпа топливо пахалӑхне тӗрӗслекен уйăхлăх пуçланни пирки пӗлтерет Тутарстанри топливăпа энергетика пахалӑхне тӗрӗслекен управлени.
Тӗрӗслекенсем çӗре яхăн заправкăран бензин тата дизель топливин 330 пробине илсе аттестациленӗ лабораторие ярса çичӗ кăтарту енчен тӗпчеççӗ.
Тӗрӗслев кӑтартӑвӗсене АЗС хуçисене ярса параççӗ. Йӗркене сӗмсӗррӗн тата тепӗр хут пăсакансем пулсан тӗрӗслевпе надзор органӗсене пӗлтерӗç.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев