Фарид Мухаметшин: «Йӗркене пăснине, тӗрӗсмарлăхпа куçа-куçăн тӗл пулнине асăрхасан кун пирки пӗлтермеллех. Коррупци вăл социаллă усаллăх»
Ӗнер, Декабрӗн 9-мӗшӗнче Хусанта Башир Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра коррупципе кӗрешессипе республика форумӗ иртрӗ. Шăп çак кун Коррупцие хирӗç кӗрешессин халăхсен хушшинчи кунӗ шутланать. Мероприятие патшалăх, муниципаллă власть органӗсен, тӗн конфессийӗсен представителӗсем, министерствосемпе ведомствосен, обществăлла организацисен ертӳçисем хутшăнчӗç. Тӗп доклад тăвакансен шутӗнче ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, ТР цифровизаци министрӗн çумӗ Булат Габдрахманов, ТР Раисӗн коррупцие хирӗçле политикин ыйтăвӗсемпе управлени пуçлăхӗн çумӗ Рустам Гаязов пулчӗç. Кашни хăй ведомстви шаӗнче тăвăнакан ӗçсемпе тӗплӗн паллаштарчӗç.