Камсем вӗсем – çветтуйсем?
– Владыка, хальхинче сирӗнпе çветтуйсем çинчен калаçас тетпӗр. Православи тӗнӗнче вӗсем питӗ нумай. Ӗненекенсем вӗсене кӗл туса Турă умӗнче хута кӗме, хăйсене хумхантаракан ыйтăва татса пама, чиртен сыватма ыйтаççӗ тата ытти те. Уйрăмах юратнă çветтуйсен шутӗнче Николай Угодник, Сергий Радонежский, Василий Блаженный, Çветтуй Матрона, Спиридон Тримифунтский, Серафим Саровский, Ксения Петербуржская, ку списока вӗçӗмсӗр тăсма пулать. Асăннă çветтуйсем пурăннă чухне те, вилсен те тӗрлӗ тӗлӗнтермӗшсем тунă, чун-чӗрипе Турра парăнса пурăннă. Çветтуйсен шутне пирӗн вăхăталла пурăннисене те кӗртеççӗ. Вӗсен шутӗнче çар çыннисем те, ытти енӗпе ӗçлесе пурăннисем те пур. Федор Ушакова, Александр Невские илер, II Николай патшана çемйипе пӗрле канонизациленӗ. Ыйту çавăн пек: Чиркӳ йышăнăвӗпе вăл е ку çынна çветтуй шутне кӗртнине Турă та йышăнать-и? Е çӗр çинче пурăнакансемшӗн кăна вӗсем çветтуйсем? Паллах, этем ăс-пуçӗпе Турă ирӗкне ăнлантарса пама çук. Пирӗншӗн Чиркӳ йышăнăвӗ юрăхлă пулӗ те Уншăн темле вăл? Чăвашсем те акă паллă просветителе, пултаруллă педагога, пире çырулăх парнеленӗ Иван Яковлевич Яковлева çветтуйсен шутне кӗртмелле теççӗ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, вăл чунтан Турра шанакан çын пулнă, Библие кăна мар, кӗлӗ тумалли нумай кӗнекене чăвашла куçарнă. Владыка, сирӗн шутпа мӗнле, Яковлева çветтуйсен шутне кӗртме пулӗ-и? Ирина ТРИФОНОВА.