Шкул ачисем агрофермăра пулнă
Çӗнӗ хыпарсем

Шкул ачисем агрофермăра пулнă

Чистай районӗнчи «Сарсаз-агротур» агрофермăра пурăнакансене «Юный защитник природы» клуба çӳрекенсем çитсе курни çинчен ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-служби пӗлтерет.

Фермăра 20 ытла чӗрчун пурăнать: тилӗсем, пăлансем, лашасем, тӗвесем, дикобразсем, енотсем, павлинсем, хир чăххисем, шиншиллăсем, пакшасем, тимӗр шапасем тата ыттисем.

 «Кун пек вырăнсене çитсе курни пире тӗлӗнмелле эмоцисем парнелет, иксӗлми вăй-хал кӳрет. Нумай вăхăта эпир пăлансем патӗнче ирттертӗмӗр: вӗсене çитертӗмӗр, ачашларăмăр. Çутçанталăкпа хутшăнни хамăра лайăх туйма, ырăрах пулма пулăшать тата сăнавлăрах пулма вӗрентет», – пӗлтернӗ  ачасем.

 Экскурси шкул ачисен кăмăлне çӗклерӗ, çутçанталăкпа интереслентерчӗ. Тен, чӗрчунсемпе çывăхрах паллашнă хыççăн, ачасем ӳссе çитӗнсен тăван çӗршыв çутçанталăкне упраса хăварасшăн тăрăшӗç.

ТР Биоресурссен патшалăх комитечӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.


Биоресурс

Нет комментариев