Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2025 çул çӗнтерӳ илсе килтӗр!

2025 çула Раççейре РФ Президенчӗн В.В.Путинăн Указӗпе Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ тесе палăртнă. Ку ахальтен мар. Кăçал 1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитет. Аслă вăрçă паттăрӗсене тата хальхи вăхăтра пыракан ятарлă çар операцине хутшăнакан харсăр салтаксемпе офицерсене сума суса кăçал Раççейре Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ тесе йышăннă та. Ку питӗ тӗрӗс. Пӗтӗм халăх хăвăртрах вăрçă вӗçленессе, хӳтӗлевçӗсем ырă-сывă киле таврăнасса, пӗтӗм тӗнчере мирлӗ пурнăç пуçланасса чăтăмсăррăн кӗтет.

Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче пурăнакансем те хăйсен ялӗнчен Тăван çӗршыва хӳтӗлеме кайнă паттăрсем киле таврăнасса кӗтеççӗ. СВО пуçланнăранпах вӗсене пур енлӗн пулăшаççӗ – Аксу волонтерӗсем урлă мӗн кирлине пуçтарса ăсатсах тăраççӗ. Вӗсен çемйисене те манмаççӗ. Акă Раштав умӗн Саврăшпуç библиотекарӗ Татьяна Максимова пуçарăвӗпе «Раштав умӗнхи ырăлăх» акци ирттерсе ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене ятарласах кайса саламланă, кучченеçсем панă. Кучченеç туянма ялта пурăнакансем пурте хутшăннă. Пурӗ тăхăр киле çитнӗ хастарсем. «Эпир савăнăçра та, йывăрлăхра та пӗрле, эппин çӗнтерӳ пирӗн пулатех!» – теççӗ саврăшпуçсем. 2025 çул пурте кӗтекен Çӗнтерӗве илсе килессе чунтан шанаççӗ. Çапла пултăрах!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Своих не бросаем 2025 ГодЗащитникаОтечества