Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Камсем вӗсем – çветтуйсем?

– Владыка, хальхинче сирӗнпе çветтуйсем çинчен калаçас тетпӗр. Православи тӗнӗнче вӗсем питӗ нумай. Ӗненекенсем вӗсене кӗл туса Турă умӗнче хута кӗме, хăйсене хумхантаракан ыйтăва татса пама, чиртен сыватма ыйтаççӗ тата ытти те. Уйрăмах юратнă çветтуйсен шутӗнче Николай Угодник, Сергий Радонежский, Василий Блаженный, Çветтуй Матрона, Спиридон Тримифунтский, Серафим Саровский, Ксения Петербуржская, ку списока вӗçӗмсӗр тăсма пулать. Асăннă çветтуйсем пурăннă чухне те, вилсен те тӗрлӗ тӗлӗнтермӗшсем тунă, чун-чӗрипе Турра парăнса пурăннă. Çветтуйсен шутне пирӗн вăхăталла пурăннисене те кӗртеççӗ. Вӗсен шутӗнче çар çыннисем те, ытти енӗпе ӗçлесе пурăннисем те пур. Федор Ушакова, Александр Невские илер, II Николай патшана çемйипе пӗрле канонизациленӗ. Ыйту çавăн пек: Чиркӳ йышăнăвӗпе вăл е ку çынна çветтуй шутне кӗртнине Турă та йышăнать-и? Е çӗр çинче пурăнакансемшӗн кăна вӗсем çветтуйсем? Паллах, этем ăс-пуçӗпе Турă ирӗкне ăнлантарса пама çук. Пирӗншӗн Чиркӳ йышăнăвӗ юрăхлă пулӗ те Уншăн темле вăл? Чăвашсем те акă паллă просветителе, пултаруллă педагога, пире çырулăх парнеленӗ Иван Яковлевич Яковлева çветтуйсен шутне кӗртмелле теççӗ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, вăл чунтан Турра шанакан çын пулнă, Библие кăна мар, кӗлӗ тумалли нумай кӗнекене чăвашла куçарнă. Владыка, сирӗн шутпа мӗнле, Яковлева çветтуйсен шутне кӗртме пулӗ-и? Ирина ТРИФОНОВА.

– Çветтуйсене сума суни Чиркӗвӗн тӗп палăрăмӗсенчен пӗри – этемпе Турă пӗр организм пулнине палăртни ӗнтӗ. Çын хăй ӗçӗсемпе Турра юрăхлă пулса тăрса çветтуйсен шутне кӗме пултарать. Çветтуя канонизацилесси Священный Синод йышăнăвӗпе пулакан ӗç. Чиркӳ этем тивӗçлӗхне кура ăна канонизацилет. Çапла майпа Турăпа çын ирӗкӗ пӗрлешсе çӗр çинчи Чиркӳпе тӳпери те пӗрлешеççӗ. Чиркӳ çветтуйсене сума суса Туррăн çӗр çинчи хăватне палăртать, хуть мӗнле йывăрлăхпа тӗрӗслеве хирӗç тăма пысăк ӗненӳ, тивӗçсӗр çын ăнланса илме пултарайман тасалăха, иртӗнсе пăсăлса пӗтнӗ ăсшăн нихçан тивӗçейми çивӗч ăс-тăн парать. Ун пеккисем çинчен Христос ăсӗллӗ теççӗ. Кун пирки Павел апостол та çырса хăварнă (см.: 1 Кор. 2:16). 

Çветтуй шутне кӗртни çынна хăтарнине пӗлтерекен паллă çеç мар, ку вăл Чиркӳ тытса пыракан йӗркепе, ун идеалӗсемпе пурăннине çирӗплетет. Çӗр çинче Турă ирӗкне парăнса, çынсене ырă туса чун тасалăхне упраса тата темле йывăр тӗрӗслевпе тӗл пулсан та пурпӗрех тивӗçрен тухмасăр пурăнса этем чи пысăк хисепе тивӗçет. Çветтуйсен пурнăçӗпе паллашма сӗнетӗп. Çӗр çинче пурăннă чух мӗн чухлӗ тӗлӗнтермӗш тунă вӗсем, нумайăшӗ Христос пекех йывăр чирлисене сыватма пултарнă, кулленхи кунри йывăрлăхра нумай пулăшнă. Çапла Турă вӗсем урлă хăй ирӗкне палăртать. Пурте тивӗçеймеççӗ ку чыса. Канонизацин тӗп условийӗсенчен пӗри вăл – шăпах пурăнан пурнăçра  ăспа ăнлантарса парайман тӗлӗнтермӗшсем туни. Вӗсем пирки илтмен çын çук пулӗ. 

Çветтуйсем тӗрлӗрен пулаççӗ, хăш-пӗрне акă вырăнта кăна пӗлеççӗ. Вӗсен шутӗнче ытларах ӗненӳрен пăрăнмасăр тӗрлӗ асап тӳссе вилнисем (новомученики). Сăмахран, Совет тапхăрӗнче асаплантарса вӗлернӗ тӗн çыннисем – пачăшкăсем, манахсем, архимандритсем, архиерейсем тата ыттисем те. Хăш-пӗрне вăл е ку епархире кăна пӗлсе асăнса пурăнаççӗ. 

Çапла çветтуйсен шутне чиркӳ çыннисене кăна мар, Чиркӗве юрăхлă пурнăçпа пурăннă ытти çынсене те кӗртме пултараççӗ. Вӗсене çветтуй шутне кӗртни пурăнан пурнăçра пач та çылăх туман тенине пӗлтермест. Анчах вӗсем ыттисенчен çылăх айăпне, йывăрлăхне туйса илсе мӗнпур чун хавалӗпе ăна хирӗç тăрса çӗнтерме пултарнипе, Турăран пур вăйпа тархасласа каçарма ыйтнипе, малашнехи пурнăçне Чиркӗве, Турра юрăхлă пурăнса ирттернипе уйрăлса тăраççӗ. 

Федор Ушаков адмирал та юлашки çулӗсене Чиркӗве парăнса, манах пурнăçне йышăнса ирттернӗ. Патша çемйи мӗнлерех хур тӳссе асапланса вилнине пурте пӗлетӗр. Вӗсем Христос пекех вилӗме йышăнса чунӗпе Турра, юратнă Раççейшӗн парăнса вилнӗ. 

Яковлев пирки. Тӗрлӗ калаççӗ ăна çветтуя кăларасси çинчен. Вăл капашсăр пысăк пӗлтерӗшлӗ çын. Турра хытă шаннă, ӗненнӗ. Халăхшăн тунă ӗçӗсене, уншăн чунне парса ӗçленине шута илсен чăн та тивӗçлӗ.    

 

Игнатий архиерей.

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: православие