Чăваш ачин чăвашла пӗлмеллех!
Пӗрремӗш класа килекен шăпăрлансем вырăсла шăкăлтаттарса калаçаççӗ, ку, паллах, питӗ аван. Анчах пире, пуçламăш классене вӗрентекенсене, çулран çул 1-мӗш класа килекен ачасем чăвашла калаçма пӗлменни, ăнланманни пăшăрхантарать. Чăваш ялӗнче çуралнă, чăвашсен хушшинче ӳснӗ, чăваш шкулне çӳрекен ача хăйӗн тăван чӗлхине пӗлменни тӗрӗс мар тесе шутлатпăр.