Суя удостоверени
Л.-ăн питӗ машинапа çӳресси килнӗ. Правана вӗреннӗ-ха вăл, анчах экзаменне парайман. Тепӗр хут экзамен тытма вара вӗренсе ларасси килмен.
Хӗрарăмăн куçӗ тӗлне эрне хушшинче çăмăллăнах водитель удостоверенийӗ илме пулать текен пӗлтерӳ лекнӗ. Савăннипе мӗнрен мӗн пуласси пирки те шутламан вăл, пӗлтерӳре панă контактсемпе çыхăнса тӗплӗн ыйтса пӗлнӗ те кирлӗ чухлӗ укçа тӳлесе эрне хушшинче праваллă пулса та тăнă. Мăшăрӗ арăмӗ мӗн тунине пӗлсен ăна ăса кӗме ыйтнă, анчах хӗрарăм итлесшӗн те пулман.
Кăшт вăхăт иртсен Л. официаллă сайтра хăйӗн удостоверенийӗ чăн пулнине тӗрӗслесе пăхма шутланă. Даннăйсен базинче хăйӗнни пек номерлӗ документ тупаймасан хытă тӗлӗннӗ. Нумай шутласа тăман хӗрарăм, патшалăх автоинспекцинех кайнă. Кунта вара унăн суя удостоверенине туртса илнӗ те ӗçе суда янă. Кăмăлӗ хытă пăсăлнисӗр пуçне штраф та тӳлеме тивнӗ хӗрарăмăн.
Мария ТАРАСОВА, Нурлат сучӗн суд ларăвӗн секретарӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев