Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аслă Çӗнтерӗве халалланă премьера

Спектакль пăхма кăсăк, вăрçă вăхăтӗнчи вырăс, тутар юррисем унăн хăватне ӳстереççӗ.

Тинчурин ячӗллӗ Тутар патшалăх драмăпа комеди театрӗнче ытларикун черетлӗ (чăнах та, театр куракана час-час çӗнӗ спектакльпе савăнтарать) премьера пулчӗ. Тутар халăх писателӗ Амирхан Еники калавӗсем тăрăх лартнă «Тăван çӗршыв паттăрӗсене мухтав» («Слава воинам Отечества») спектакль кăтартрӗç. 
Постановкăна Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне тӗпе хурса, çывхарса килекен Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çулхи юбилейне халалласа хатӗрленӗ. Спектакль режиссерӗ ТР тава тивӗçлӗ артисчӗ, «Тантана» театр премине тивӗçнӗ пултаруллă артист З.Закиров. Кино пăхма юратакансем ăна «Ибн Фадлан» (2022, режиссерӗ А.Мухаметзянов) фильмăн тӗп персонажӗ тăрăх пӗлеççӗ. 
«Тăван çӗршыв салтакӗсене мухтав» спектакль Зульфат Закировăн виççӗмӗш режиссер ӗçӗ. Унччен вăл çак театртах «Книга сказок» (2015ç.) тата «Тристан и Изольда» (2024ç.) лартнă.
Спектакль сюжечӗ шкулпа çыхăннă. Аслă классенче вӗренкенсем Амирхан Еники творчествине тӗпчеççӗ. Унăн хайлавӗсене мӗнле ăнланнине ачасем калавсене спектакль пек лартса кăтартаççӗ. 
Спектакльте паянхи кун сăнарӗ те çук мар. Вӗренкенсенчен пӗри ятарлă çар операцийӗнчи салтаксем патне çыру çырать, теприн пиччӗшӗ отпуска килмелле...
Спектакль пăхма кăсăк, вăрçă вăхăтӗнчи вырăс, тутар юррисем унăн хăватне ӳстереççӗ. Анчах «Тăван çӗршыв паттăрӗсене мухтав» постановкăн авторӗсем видеорядпа ытлашши усă курнăн туйăнать. Пӗрремӗш сценăсенче, спектакль вӗçӗнче ку чăнах та вырăнлă, килӗшетӗп. Анчах калавсен инсценировки пынă вăхăтра кӗрхи вăрман сăнӗсем тата ытти çакнашкал видеокадрсем ытлашши пек туйăнать. Куракан артистсене пăхас вырăнне видеона куçлать.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Сăнӳкерчӗк авторăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура 80-летие Великой Победы