Тăван чӗлхе кунӗпе!
Юрă-кӗвӗ, ташăсем — калăн, Тутарстанра пурăнакан 175 наци чӗлипе, культурипе пӗр каçра паллашрăмăр!
Ӗнер Хусанти А.С.Пушкин ячӗллӗ Культура центрӗнче Хусанти Халăхсен туслăх çурчӗ çумӗнчи тӗрлӗ халăх коллективӗсем, вырсарни шкулӗ, ют çӗршыв студенчӗсем куракансене Халăхсен хушшинчи Тăван чӗлхе кунӗпе саламларӗç. ТР Патшалăх Канашӗн Вӗрентӳпе, культурăпа тата наци ыйтăвӗсемпе ӗçлекен комитечӗн Председателӗ Айрат Зарипов, ТР культура министрӗн çумӗ Данил Натфуллин, Тутарстан халăхсен Ассамблейин Канашӗн ӗçтăвком ертӳçи Ренат Валиуллин, Хусанти Халăхсен Туслăх çурчӗн директорӗ Тимур Кадыров уяв мероприятине хутшăнчӗç.
Данил Натфуллин, Ренат Валиуллин залра ларакансене Тăван чӗлхе кунӗпе саламларӗç. Çыншăн тăван чӗлхе пӗлтерӗшӗ пысăк пулнине палăртрӗç. Тăван чӗлхине çухатнă халăхсене обществăра малалла аталанма йывăрри çинче чарăнса тăчӗç, кун пек чух халăх истрине те ламран лама парса пыма çук.
Уяв концертӗнче тӗрлӗ-тӗрлӗ халăхсен чисем, яш-кӗрӗмӗ тăва чӗлхипе сăвăсем каларӗç, кашни хăйӗн чӗлхине ырарӗ, вăл анне, çуалнă çӗршыв чӗлхи плнишӗн савăннине ӗлтерме вакарӗ. Юрă-кӗвӗ, ташăсем — калăн, Тутарстанра пурăнакан 175 наци чӗлипе, культурипе пӗр каçра паллашрăмăр! Ансамбльсем тухса юрăсем шăрантарчӗç, ташăсем ташларӗç. Анжелика Еремеева ертсе пыракан «Ӗмӗт» этноушкăн илемлетнӗ чăваш юррине çав тери хитре юрланине залра ларакан чăвашсем кăна мар, çак чӗлхене пачах ăнланманнисем те хускалмасăр итлесе ларчӗç.
Паллă, Хусанта ют çӗршывсенчен килнӗ студентсем йышлăн вӗренеççӗ. Вырăнти культурăна хăнăхас тӗллевпе те, пӗр-пӗринпе хутшăнма, юлташланма та Туслăх çуртне çӳреççӗ. Тăван чӗлхе кунне халалланă концертра та вӗсем сцена çине пӗрлех тухрӗç, кашни тăван чӗлхипе пӗрер çаврăм сăвă каларӗ. Вӗсене итлеме питӗ хумхануллă пулчӗ.
Концерт режиссерне Сильвия Чаркинана ырласа мероприяти вăхăтӗнче килӗшӳллӗ, вырăнлă видиорядшăн тав тăвас килет. Концерт номерӗсем те пӗрин хыççăн тепри, шыв юххи пек улшăнса тăраççӗ. Мари, удмурт халăх ташшисем вӗçленсенех хусан консерватори çумӗнчи Н.Жиганов ячӗллӗ фольклор ансамблӗ (ертӳçи лилия Сарварова) Атăлçи тăрăхӗнчи юрă-кӗвӗпе тухать, вăл кулисăсем хыçне кӗрсенех Дагестан халăхӗсен яш-кӗрӗмӗ, грузинсем, чеченсем тухаççӗ. Куракансем питӗ ăмăллă юлчӗç концертпа.
Татаьяна ВАСИЛЬЕВА,
О. Бердникован тата addnt.ru сайтран илнӗ сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев