Май уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Слакпуç ялӗнче «Нарспи» поэма авторӗн 135 çулхи юбилейне паллӑ турӗç
Юбилей уявӗн торжествӑлла пайӗнче Пелепей район администрацийӗн пуçлӑхӗ Азат Сахабиев, Пушкӑртстан Республикин Культура министерствин представителӗ Нурлан Ганиев, Шупашкарти К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн директорӗ Елена Николаева, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн çумӗ Константин Малышев, «Сувар» хаçатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова тата ыттисем саламларӗç. Кашни чӑвашшӑн чуна çав тери çывӑх классика пуç тайма чӑвашсем Пушкăртстанри районсенчен, Тутарстанри Хусантан, Çарӑмсан, Аксу, Пӑва районӗсенчен, Чӑваш Енрен, Ульяновскран, Челябинск, Оренбург облаçӗсенчен тата Литва çӗршывӗнчен килчӗç.