Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Иванова пуç тайма 400 çухрăм та çывăх

К.В.Иванов 135 çул тултарнă ятпа пуçтарăннă уявăн тепӗр пысăк пайӗ ялти Культура çуртӗнче иртрӗ. Пушкăртстан тулашӗнчен Константин Иванова пуç тайма килнӗ ентешсен масштабӗ пысăк: Чăваш Ен, Ульяновск, Оренбург облаçӗсем, паллах, Тутарстан Республики. Балти тăрăхӗнчен те килнӗ терӗç.

Юбилей концерчӗ пуçланиччен Оренбург чăвашӗсемпе паллашрăмăр. Унтан виçӗ коллектив килнӗ: Абдулински районти Анат Курмеево ялӗнчен Н.Сафронова ертсе пыракан «Çутă ӗмӗт» тата Грачевски районӗнчи Çирӗклӗ ялӗнчен «Шурăмуçпа» «Нарспи». Çирӗклӗсен ӗçӗ-хӗлӗ çинчен Николай Рыбаков каласа пачӗ. Хăйӗнпе вăл администратор тесе паллаштарчӗ: «Решать неразрешимые вопросы», – шӳтлӗн ăнлантарчӗ хальхи ӗçне. Сăпайлă Николай Алексеевич, Оренбург облаçӗнчи Грачевски районӗнчи Чăваш наципе культура автономи канашӗн председателӗ пулнă май тивӗçӗсем, явапӗсем тата анлăрах пулнине ăнланатпăр.  

Сакăр çынран тăракан çамрăк хӗрсен «Шурăмпуç» ушкăнӗ тата 13 çынран тăракан çитӗннисен «Нарспи» ансамблӗ килнӗ Слакпуçне. Николай Алексеевичăн мăшăрӗ Валентина та, мăнукӗ те çак ансамбльсене çӳреççӗ. РФ культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Раиса Емельяновна Максимова тăрăшнипе 1978 çулта пуçланса кайнă «Нарспи» историйӗ. Вăл çӗре кӗрсен те коллектив саланса кайман, Ирина Клочкова ертсе пыма пуçланă ăна. Ирина Юрьевна вырăс: «Чăвашла пӗлет-и? Чӗлхене пӗлмесен вырăса чăваш фольклорне тытса пыма çăмăл мар-тăр?» – интереслентӗмӗр эпир. «Вăл пирӗнпе 7-8 çул, юрла-юрлах чăвашла вӗренчӗ пулӗ, чăвашран таса юрлать», – тулли кăмăлтан хуравлать Николай Алексеевич. «Нарспи» çулçӳреве юратать, уявсене, фестивальсене час-час хутшăнать. 2023 çулта Сиктӗрмере иртнӗ Уявра пулнă. Самара облаçӗнче, Чăваш Республикинче пулаççӗ. Крымри Акатуйра пулнă, кăçал Мускаври Акатуя каяс кăмăлпа пурăнаççӗ халь Оренбург чăвашӗсем. Нурлатра иртекен Уява хутшăнасшăн. Слакпуçне 8-мӗш хут килнине шута илсен аякри тăванпа тӗл пулас текеншӗн 400 километр çул  та вăрăм мар-тăр. 

Чаплă концерт, саламсем, спектаклӗ те чаплă

Чăваш концертне Регина Карпова ертсе пыракан «Силпи» вокал ушкăнӗ пуçларӗ. Юрă хыççăн хăнасене Слакпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗн ӗçне туса пыракан Ольга Егорова саламларӗ.  Çакăн хыççăн сцена çине залра ларакансене саламлама ПР Культура министерствин уйрăм пуçлăхӗ Нурлан Ганиев улăхрӗ, Пелепей районӗн пуçлăхӗ Азат Сахабиев та пухăннисене К.В.Иванов юбилейӗпе саламларӗ.  Константин Иванов генилле çыравçă, куçаруçă пулнине палăртрӗç.  Чăваш культурине малалла аталантарассипе хастар ӗçлекенсене наградăласа тав турӗç. 

Юбилее Пушкăртстанри чăвашсем йышлă пурăнакан районсенчен илемлӗ пултарулăх коллективӗсем пурте килнӗ-тӗр. Сцена çине пӗрин хыççăн тепри тухаççӗ, кӳршӗсен пултарулăхне пăхса киленме кăмăллă пулчӗ. Пӗрисем халиччен илтмен чăваш халăх юррисене шăрантараççӗ, теприсем фонограммăпа «шатăртаттараççӗ». Ахăртнех, тулли зал ларакан куракан умӗнче çухалса каясран çапла тунă-тăр. 

Концерт номерӗ вӗçленмессерен хăнасем тухса салам сăмахӗсем каларӗç, йӗркелӳçӗсене тав турӗç.  Çак кун Тутарстанран ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова пулчӗç уявра. Константин Анатольевич Тутар кӗнеке издательствин «Пӗчӗккисен кӗнеки» кăларăмӗ çинчен каласа пачӗ. Ăна чăвашла пӗлмен ачасене чăвашла вӗрентес тӗллевпе кăларнă. Хатӗрлекенсем шăпăрлансене ăнланмалла вăйă мелӗпе усă курса каласа параççӗ, ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ хытă хуплашкаллă кӗнекене кашни ачан алла тытса пăхас килӗ, тытсан алăран ярас килмӗ. Константин Анатольевич кӗнекесене шкула, ача садне парнелерӗ. 

 

Ирина Федоровна Константин Ивановăн тӗнче пӗлекен вилӗмсӗр «Нарспи» поэминчи йӗркесене вуласа поэтăн ăс-хакăл еткерӗ çинчен каларӗ, Тутарстанра пурăнакан тӗп халăхсен тумӗсем çинчен калакан чаплă кӗнеке парнелерӗ Пушкăртстанри ентешсене.

Шупашкарсем Константин Иванов юбилейне пысăк автобуспах килнӗ. ЧР Профессилле писательсен союзӗн пайташӗсем – Улькка Эльмен, чăваш халăх поэчӗсем Раиса Сарпи, Светлана Асамат, куçаруçă Владимир Мишшан, Чăваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Федорова сцена çинчен слакпуçсене, килнӗ хăнасене саламларӗç. Слакпуç библиотекине кӗнекесем парнелерӗç. Театр директорӗ Елена Николаева ЧР Культура,национальноçсен тата архив  ӗçӗсен министерствин ятӗнчен саламларӗ, Тав хучӗсем парса чысларӗ.

Юбилей мероприятийӗсем çакăнпах вӗçленмерӗç. Концерт хыççăн К.В.Иванов ячӗллӗ Чăваш патшалăх академи драма театрӗ И.С.Максимов-Кошкинский çырнă «Константин Иванов» пьеса тăрăх лартнă «Вӗри юнлă çемçе чун» спектакль пăхрӗç.  

Сцена çинчен саламлакан хăнасен хушшинче Чăваш Енри Канаш округӗнчи Пайкилт ялӗнчен килнӗ ентешсем те пулчӗç. 

Пӗр вунă çул каялла архивсенче Мударис Сафинпа Виталий Иванов тӗпчевçӗсем Константин Ивановăн мăн аслашшӗсем 1756 çулта Пайкилтрен Пушкăртстанри Пелепейне куçса килнине, унтан Слакпуçӗнче тымар яма тивнине шыраса тупнă.

К.В.Ивановăн  туслăх кӗперӗ

Çакăнтанпа çыхăну пырать слакпуçсемпе пайкилтсен. Константин Ивановăн çуралнă кунӗ тӗлне парк уçас тӗллевпе йывăçсем лартнă, анчах вырăнӗ урлăхларах пулнипе-ши, ку ӗмӗт пурнăçланайман. Анчах пайкилтсем парăнман – кăçал, поэтăн 135 çулхи юбилейӗ тӗлне урăх çӗрте парк ӳстерме йышăннă. Хальхинче пилешсем лартнă. Ку пархатарлă ӗçе Пушкăртстанри чăвашсем те хутшăннă. Пелепей районӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Владимир Яковлев, «Урал сасси» хаçатăн тӗп редакторӗ, ПР пичетӗн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ Юрий Михайлов тата Мударис Сафинпа Вячеслав Ерохин пысăк тӳпе хывнă ку ӗçе. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели 135-летие со дня рождения Константина Иванова