Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Май уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Слакпуç ялӗнче «Нарспи» поэма авторӗн 135 çулхи юбилейне паллӑ турӗç

Юбилей уявӗн торжествӑлла пайӗнче Пелепей район администрацийӗн пуçлӑхӗ Азат Сахабиев, Пушкӑртстан Республикин Культура министерствин представителӗ Нурлан Ганиев, Шупашкарти К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн директорӗ Елена Николаева, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн çумӗ Константин Малышев, «Сувар» хаçатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова тата ыттисем саламларӗç. Кашни чӑвашшӑн чуна çав тери çывӑх классика пуç тайма чӑвашсем Пушкăртстанри районсенчен, Тутарстанри Хусантан, Çарӑмсан, Аксу, Пӑва районӗсенчен, Чӑваш Енрен, Ульяновскран, Челябинск, Оренбург облаçӗсенчен тата Литва çӗршывӗнчен килчӗç.

Кӗçтентин  барельефӗ

Чăваш литературин классикне Пушкăртстан ахаль те тивӗçлипе хаклать-ха, урамсем, Пишпӳлек районӗнче шкул та ун ячӗпе хисепленеççӗ. Халӗ акă поэт 1902 çулта вӗреннӗ Пелепейри хула училищин (паян «Олимп» Культурӑпа кану комплексӗ) стени çинче те барельефне вырнаçтарчӗç. Классикăн юбилей программи шăпах барельефа (скульпторӗ Николай Кондрашкин) уçнинчен пуçланчӗ те.

Малалла уяв поэтӑн тӑван ялне, Слакпуçа, куçрӗ. Хӑнасене Константин Ивановӑн çурт-музейӗ умӗнче чăваш, вырăс, пушкăрт тата тутар тумӗллӗ хӗрсем çӑкӑр- тӑварпа, сӑрапа, баурсакпа кӗтсе илчӗç. Кунтах кӗвенте йӑтнӑ Нарспипе Сетнер те пурччӗ. Поэт пурӑннӑ çуртӑн алӑкӗ кашнин валли уçӑ тӑчӗ. Кӑмӑл пуррисен поэтӑн пурнӑçӗпе тата çывăхрах паллашма май пулчӗ. Кунта йӑлт поэт пурӑннӑ чухнехи пекех, вӑл усӑ курнӑ япаласем, сӗтел-пукан, тумӗ... калӑн, поэт хӑй те юнашарах. 

Константин Иванов ӗмӗрхи канлӗхе хирӗçри ешӗл паркрах тупнӑ. Вилтӑпри умӗнчен ахаль те çын çулталӑкӗпех татӑлмасть-ха кунта, çак кун вара тата нумайӑнччӗ. Асӑнса вилтӑпри çине нумай çын, çав шутра суварçăсем эпир те, чечек хутăмăр. 

Валак умӗнче

Силпи ялӗн шарласа юхакан «Нарспи» валакӗ умӗнче «Чун çӑлкуçӗ» литература композицийӗ хӑй пӗр илем пулчӗ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем урам çул тӑршшӗпе юрласа анчӗç. Слакпуç шкулӗн ачисем, уйрӑмах пӗрремӗш классем, «Нарспи» поэмăн сыпăкӗсене чăвашла калани вырăнлă пулчӗ. Ытти шкул ачисем, вырӑнти артистсем те К.Ивановӑн сӑввисене каларӗç, юрларӗç те. Чӑваш халӑх çыравçисем Светлана Асаматпа Раиса Сарпи те сӑмах илчӗç. 

– Константин Иванов вăл – чăваш поэзийӗн хӗвелӗ. Вăл çут тӗнчере тахçанах çук пулсан та эпир, чăвашсем, ăна пӗр куна та манман. Унăн еткерне сыхласа хăварас, пирӗн ачасем те чăваш литературине вулаччăр тесе тăрăшатпăр, – терӗ Светлана Асамат. Валак умӗнчи юрă-сӑвă çӑлкуç шывӗн юххин сассипе пӗрлешсе хӑйне пӗр илемлӗ кӗвве çаврӑнчӗ.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели чуваши России 135-летие со дня рождения Константина Иванова