Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ачасем – пирӗн пуласлăх

Чăваш Сиреньел ялӗнче Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалласа «Хӗвел патӗнче хăнара!» мероприяти ирттертӗмӗр. Ир-ирех уяв иртекен лапамра хаваслă юрă-кӗвӗ янăрарӗ, хăюсемпе тата шарсемпе илемлетнӗ вырăн вара пурне те кунта килме илӗртрӗ. Хаваслă клоунсем ача-пăчана вăйăсемпе конкурссене хутшăнма, юрлама-ташлама хавхалантарчӗç. Аниматорсем ертсе пынипе ачасем ташă флешмобне, эстафетăсене хутшăнчӗç, тупмалли юмахсен тупсăмне шырарӗç.

Юлашкинчен туслăх картине тăрса юрă шăрантарчӗç, асăнмалăх пӗрле сăн ӳкерӗнчӗç. Йӗркелӳçӗсем кашни ачана пылак кучченеçпе хăналарӗç.  

Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун вăл ырă праçник кăна мар, çынсене ачасен прависене хӳтӗлемелли пирки аса илтермелли май та. Кашни ача телейлӗ ӳстӗр, лайăх вӗрентӗр, юратнă ӗçпе ӗçлетӗр, малашне хăйсем те лайăх атте-анне, тăван çӗршывăн тивӗçлӗ гражданинӗ пулччăр. 

Мероприятие ирттерме спонсорла пулăшу панăшăн Сиреньел ял хутлăхӗн пуçлăхне Дмитрий Севастьянова чӗререн тав тăватпăр.

 

Елена ТИХОНОВА.

Чăваш Сиреньел.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана общество дети день защиты детей