Расим Баксикова ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗ пулма çирӗплетнӗ
Раççей Геройне Расим Баксикова Тутарстан Республикин ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗ пулма çирӗплетнӗ. Çавна кура унăн заявленийӗпе ТР Патшалăх Канашӗ ăна депутат полномочийӗсенчен вăхăт çитичченех хăтарнă. Кун пирки Патшалăх Канашӗн VII пухăвӗн паян иртнӗ ларăвӗнче пӗлтернӗ.