Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Расим Баксикова ТР ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗ пулма çирӗплетнӗ

Раççей Геройне Расим Баксикова Тутарстан Республикин ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗн çумӗ пулма çирӗплетнӗ. Çавна кура унăн заявленийӗпе ТР Патшалăх Канашӗ ăна депутат полномочийӗсенчен вăхăт çитичченех хăтарнă. Кун пирки Патшалăх Канашӗн VII пухăвӗн паян иртнӗ ларăвӗнче пӗлтернӗ.

«Патшалăх Канашӗн депутачӗ Расим Рашидович Баксиков, ятарлă çар операцине хутшăннăскер, Раççей Геройӗ, ТР Правительствин кадрсен резервӗнче тăраканскер, республикăри патшалăх влаçӗн ӗç тăвакан органӗсене ӗçлеме куçать», – терӗ кун пирки ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин.

Фарид Хайруллович сăмахӗсемпе, Расим Баксиков пур çӗрте те кирлӗ. «Вăл питӗ яваплă, йӗркеллӗ, панă сăмаха тӳрре кăларма тăрăшакан çын. Ума лартнă хуть мӗнле задачăна та пурнăçласси пирки иккӗленместӗп», – тесе палăртрӗ парламент спикерӗ.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев